Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спортпа сывлăх уявĕнче

Спортпа сывлăх уявĕнче

Çĕнĕ çулпа çыхăннă каникулта районта йăлана кĕнĕ спортпа сывлăх вунăкунлăхĕ иртрĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем малтанах çирĕплетнĕ мероприятисен планне тишкерсен, кашнинчех 4-5 ăмăрту-конкурс иртмеллеччĕ. Анчах алă пусса, пичет çапса çырса хунисенчен чылайăшĕ «ĕçе çавăрăнайман». Аслă Таяпа, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче ячĕшĕн тенĕ пек пĕчĕк конкурссем пуçарнипе çеç çырлахнă. Кушкăри, Çĕнĕ Пăвари хоккей коробкисене тунăранпа юпа-хăма таврашĕ те çĕрме пуçларĕ пулĕ ĕнтĕ. Вĕсенче турнирсем пуласса кĕтсе илĕпĕр-ши;

Декадăра чи пултаруллисем вара – Лаш Таяпасем. Кунта, хăш-пĕр ял тăрăхĕнчи пек, 7-8 çынлăх пĕчĕк конкурспа аппаланман, вăй-халпа çыхăннă ăмăртусем кăна 6 йĕркеленĕ! Вырăнти администраци, вĕренÿпе культура ĕçченĕсем пĕр тĕвĕре пулнăран массăлăха аталантарма пултараççĕ те.

Хоккей

Тĕп уяв Яманчÿрелĕнче иртнĕ. Юрий Рахмуллин обществăлла тренер ертсе пыракан ялти çамрăк хоккейçăсем юлашки çулсенче Еленăпа Геннадий Тимченкăсен «Ырă пăр» фончĕпе тачă çыхăнура. Туслăх пĕлтерĕшлĕ пулăмпа çирĕпленнĕ: Раштавра кунта пластикăллă хоккей коробки хута кайнă. Тÿлевсĕрех! Ăна уçма район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа пĕрле ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Республикăри хоккей центрĕн директорĕ Олег Салтыков хутшăннă. Леонард Васильевич районта арçынсен вăййине аталантарма условисем çулсерен лайăхланса пынине палăртнă. Чăн та, халĕ 10 плащадкăран 5-шĕ шăпах çĕнĕ йышшисем. Вĕсенчен 2-шне «Ырă пăр» фонд тивлечĕпе тунă.

Уяв 2007-2008, 2009-2010 çулсенче çуралнă шкул ачисен икĕ турнирĕпе вĕçленнĕ. Иккĕшĕнче те пăр хуçисем çĕнтернĕ.

Л.Левый ертсе пынă ушкăн Аслă Елчĕкре Виталий Афанасьева асăнса ирттернĕ вăйăсемпе те паллашнă. Унта 8-11 классенче вĕренекенсен тупăшăвĕсен пĕтĕмлетÿ протоколĕ 3 командăпа çеç çырăннă: Патреккел, Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа. Ку турнира пысăк йышлă Елчĕкри вăтам шкул 3-мĕш çул команда тăратайман. Питĕ шухăшлаттарать.

Патреккелте Николай Рыбкин ячĕпе йĕркеленĕ район чемпионатĕнче 6 команда вăй виçнĕ. Чи вăйлисем – «Патреккел-2», «Патреккел-1», «Лаш Таяпа» командăсем тĕп приза – Юрий Попов депутат уйăрнă 50 пин тенкĕ укçана тивĕçнĕ.

Кĕрешÿ

Лаш Таяпасем, вырăнта хоккей турнирне ирттернисĕр пуçне, Иван Павлова асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен регион шайĕнчи ăмăртăвне йĕркеленĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ сумлă пулнине унта Раççей Геройĕ Евгений Борисов, тĕнче класлă спорт мастерĕ Олег Захаров хутшăнни те çирĕплетет. Вĕсем спортсменсене кĕрешÿ спорчĕн районти традицийĕсене çÿллĕ шайра тытса пыма ырă суннă. Тĕрлĕ виçере çĕнтернисем – Игорь Левенков /Шупашкар/, Виталий Порядков /Хăвăлçырма/, Тимофей Антонов /Елчĕк/, Илья Федоров /Элпуç/, Вадим Емельянов /Лаш Таяпа/, Павел Федоров /Çĕнĕ Пăва/, Вера Арефьева /Лаш Таяпа/ чаплă парнесемшĕн питĕ кăмăллă юлнă.

Мини-футбол

Çĕнĕ çулăн 2-мĕш кунĕнче «Улăп» ФОКра Елчĕк урамĕсен командисен черетлĕ ăмăртăвĕнче 7 ушкăн тупăшнă. Пĕтĕм тĕл пулăва ăнăçлă вĕçлесе Октябрь урамĕнче пурăнакан яшсем çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Призерсен йышĕнче – Совет, Комсомол урамĕсен футбол коллективĕсем. Александр Кириллова, Владимир Кондратьева, Виктор Суркова ăста вылянăшăн тĕрлĕ номинацире ятарлă призсемпе хавхалантарнă.

Йĕлтĕрпе

чупассипе Ульяновск хулинче область чемпионачĕпе первенстви иртнĕ. Унта Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта 7 класра вĕренекен Мария Яковлева 2 километрлă дистанцире бронза медаль çĕнсе илме пултарнă. Çапла майпа çитĕннисен иккĕмĕш спорт разрядне пурнăçланă.

Мал ĕмĕтлĕ йĕлтĕрçĕне ăмăртăва кайса килме унăн обществăлла тренерĕ Сергей Горшков пулăшнă.

Теннис

Елчĕкри спорт çуртĕнче сĕтел çи теннис вăййисенче 60 çултан аслăраххисем хăйсем халĕ те вăр-вар та çаврăнăçуллă пулнине кăтартнă. Çапах та чи пултарулли – Петр Козлов. Василий Уразгильдинпа Николай Адюковăн призлă вырăнсемпе çырлахма тивнĕ.

ГТО

«Каникулта – ГТОпа» акцире районти пĕтĕм вĕренÿ организацийĕсенчи вĕренекенсем 5-6 тестра хастарлăхпа палăрнă. Аслă Таяпа шкулĕнчи Андрей Павлов, Роман Барский /2 класс/, Валерия Яковлева, Арсений Кульмаков /5/, Кристина Кульмакова /8/ вара кашни дисциплинăрах маттур пулнă, вĕсем хăйсене «ылтăнлă» пуласса шанаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code