Сывлăх сыхлавĕн министерстви республикăри медицина учрежденийĕсем валли сахăр диабетне тупса палăртмалли материалсем туянать.

Сахăр диабечĕпе кĕрешесси «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Специалистсем çак чир çулăхнă çынсене кỹрекен медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатас, сиплев майĕсене анлăлатас енĕпе нумай ĕç тăваççĕ. Клиникăпа диагностика лабораторийĕ валли сахăр диабетне тупса палăртмалли тата пациентсем хăйсене мĕнле туйнине сăнаса тăмалли материалсене сутăн илмелли конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Çак материалсене централизациленĕ майпа туянма тăватă медицина учрежденийĕ пĕрле хутшăнать. Республикăн клиника тата васкавлă медицина пулăшăвĕн, хулан 1-мĕш клиника больницисене, вăрçă ветеранĕсен клиника госпитальне кирлĕ материалсем валли бюджет учрежденийĕсен укçинчен 58 млн тенкĕ ытларах уйăрнă. Контракт условийĕсемпе килĕшỹллĕн тавара 2028 çулхи раштавăн 4-мĕшĕччен уйрăм партисемпе кỹмелле. «Сывлăх сыхлавĕн министерствин учрежденийĕсем таварсене сутăн илмелли ĕçе хастар хутшăнаççĕ, республикăра пурăнакансене кирлĕ медицина изделийĕсемпе тивĕçтереççĕ», — пĕлтернĕ патшалăхăн конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен службин ертỹçи Сергей Егоров.

