Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ эрнерисене тишкерчĕç.
Кулленхи кун йĕркинче сывлăх сыхлавĕпе, кулленхи хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнассипе, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха тытса тăрассипе тата халăха социаллă пулăшу парассипе çыхăннă темăсем тĕп вырăнта пулчĕç.
Çавăн пекех кĕрхи-хĕллехи сезон умĕн гриппа ОРВИ чирĕсен профилактикин мероприятийĕсене сỹтсе яврĕç.
— Вакцинаци кампанийĕ çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла. Прививка пĕлтерĕшĕ пирки халăх патне тулли информаци çитермелле, предприятисемпе организацисен ертỹçисен ку енĕпе яваплăха çирĕп туймалла, — палăртрĕ округ пуçлăхĕ.
Октябрĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 9-мĕшĕччен округра гражданла оборона енĕпе иртнĕ пĕтĕм Раççейри штаб тренировкине те пĕтĕмлетрĕç канашлура — вĕренĕве явăçтаракан вăйсемпе хатĕрсем килĕштерсе ĕçленине палăртрĕç, хăш-пĕр сĕнỹсене шута илме палăртнипе пĕрлех пĕтĕмĕшле ĕçе ырă хак пачĕç.
«Коммунальщик» МУПăн 6 уйăхри ĕç-хĕлне тишкернĕ хыççăн граждансен социаллă хăш-пĕр категорийĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕç мĕнле пынине пăхса тухрĕç. Кăçал тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕр туянма 3 сертификат (пурĕ 10,2 миллион тенкĕлĕх) панă. Пĕр çамрăк çемьене пурăнмалли пỹлĕм туянма е уйрăм пурăнмалли çурт хута янă е туяннă чух социаллă тỹлев илме ирĕк паракан свидетельство панă. Çавăн пекех опекăпа попечительлĕх секторĕн кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсене те сỹтсе яврĕ ертỹлĕх.
Канашлура тирпей-илем ыйтăвĕсене те çĕклерĕç.
Е.ПЕТРОВА.

