Анапа хули çывăхĕнчи Витязево поселокĕнче 15-17 çулсенчи арçын ачасен Пĕтĕм Раççейри кĕрешỹ турнирĕ иртнĕ.
Çичĕ регионтан Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди 13 наградăпа 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Призерсем — Дагестан тата Краснодар крайĕн командисем. Аякри ăмăртура пирĕн ентешсем палăрнине те пĕлтерме кăмăллă: хăйсен виçисенче Аслă Таяпари Арсений Кульмаковпа Элекçей Тимешĕнчи Тимофей Антонов пĕрремĕш, Çĕнĕ Эйпеçри Артур Тимагинпа Аслă Елчĕкри Богдан Казначеев — виççĕмĕш.

