Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти кадетсем «Çĕнтерỹ салючĕ» ятпа иртнĕ республика шайĕнчи XI смотр-конкурса хутшăннă. Елчĕк команди конкурсăн пур номинацийĕнче те хăйĕнпе тивĕçлипе паллаштарнă, строй хатĕрленĕвĕнчи чи лайăх кăтартушăн грамотăна тивĕçнĕ.
Даниил Немцев кадета вара гимнастика кашти çинче туртăнассинчи чи лайăх кăтартушăн медальпе наградăланă.

