Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мăшăрсем ăçта çухалаççĕ:

Мăшăрсем ăçта çухалаççĕ:

мĕншĕн «качча кайнисем» «авланнисенчен» ытларах?

Раççейре хăйсене «авланнă» тесе шутлакан арçынсем качча кайнă хĕрарăмсенчен 51 пин сахалрах. Ăçтан тухать-ха çакнашкал уйрăмлăх тата вăхăт иртнĕçем мăшăрсен шухăшĕ епле улшăнса пырать?

Кашни çыраврах тĕнчери мĕнпур çĕршывра мăшăрланнă хĕрарăмсем авланнă арçынсенчен ытлараххи палăрать. Раççейре те çавăн пекех. Чи пысăк уйрăмлăх 1970 çулхи çырав вăхăтĕнче пулнă: РСФСРта пурăнакансенчен 28,93 миллион арçын тата 29,59 млн хĕрарăм хăйсене мăшăрлă тесе палăртнă. Качча кайнисем 659 пин çын нумайрах.

1959 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх, авланнă 23,92 млн арçын пуçне 24,17 млн хĕрарăм шутланнă, уйрăмлăхĕ – 249 пин. Анчах çакă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланичченхинчен палăрмаллах сахал. 1939 çулхи çыравра РСФСРта авланнă 21,30 млн арçынна тата качча тухнă 21,87 млн хĕрарăма шута илнĕ /уйрăмлăхĕ – 571 пин/. 1926 çулта вара уйрăмлăх 460 пине çитнĕ /19,34 млн авланнисем, 19,80 млн качча кайнисем/. Çакна та асăрхаттармалла, Раççей империйĕнчи 1897 çулта иртнĕ 1-мĕш халăх çыравĕнче те мăшăрланни пирки хуравсем тĕрлĕрен пулнă, уйрăмлăхĕ – 335 пин /24,65 млн авланнисем, 24,98 млн качча кайнисем/.

«Ку уйрăмлăх питĕ кăсăклă пулăм, вăл патшалăхпа та, экономика тĕлĕшĕнчи шайпа та çыхăнман, хĕрарăмпа арçын психологийĕ тĕрлĕрен пулнинчен килет», – тенĕ Г.В.Плеханов ячĕллĕ университет ученăйĕ Елена Егорова.

Çырав листисенче мăшăрланни пирки ыйтнă чухне чылай вăхăт хушши пĕр хурав пама е суйласа илмелли вариантсем сĕннĕ: «авланнăŸкачча кайнă», «уйрăлнă», «нихăçан та мăшăрланман», «арсăр арăм» е «урçа». Урăхла каласан, официаллă майпа регистрациленнине кăна шута илнĕ. Юлашки вăхăтра кăна тĕрлĕ категорисем çине пайлама пуçланă: «уйрăлнă», «çырăнмасăр мăшăрпа пурăнать». Çынсен çемье пирки ăнлану улшăннăран хуравсен варианчĕсене анлăлатма тивнĕ: çырăнман мăшăрсем нумайланнă, пĕрле пурăнма пăрахсан та арăмĕпе упăшки официаллă майпа уйрăлма васкаман.

«Уйрăлнă» хушма хурав кĕртнĕренпе «мăшăрлă» арçынсемпе хĕрарăмсен йышĕсенчи уйрăмлăх 20 хут чакнă. 1979 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх 33 пин шутланнă /авланнисем 33,26 млн, качча кайнисем – 33,30 млн/. 1989 çулта – 28 пин /36,22 млн арçын пуçне 36,25 миллион хĕрарăм/. 2002 çулта – 67 пин /çырăннă е çырăнман 33,91 млн арçын пуçне 33,98 млн хĕрарăм/.

ЧĂВАШСТАТ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code