Понедельник, 12 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çар комиссарĕ — Елчĕк шкулĕнче

Çар комиссарĕ — Елчĕк шкулĕнче

Çĕршыва хỹтĕлесси — таса та сăваплă ĕç. Çак тивĕçе Елчĕк округĕн халăхĕ яланах чыслăн пурнăçлать. Тăван çĕршывăн Аслă, Афганистан, Чечен Республикисенчи, ытти «хĕрỹ точкăсенчи» вăрçăсене, СВОна хутшăннă паттăрсен йышĕ пысăк пулни çакна лайăх çирĕплетет.

Паянхи кун çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче службăра тăракансем тата Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан хỹтĕлевçĕсем салтак ятне çỹллĕ шайра тытаççĕ, çĕршыв тăнăçлăхĕпе халăхăн канăçлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

Вăхăт çитсен кашни каччă Тăван çĕршыва хỹтĕлеме çар ретне тăрĕ. Çакна тĕпе хурса Чăваш Республикин Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Альберт Афанасьев Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Патриотизм темине çĕкленĕ калаçу вăхăтĕнче вăл кадетсене çар училищисем пирки тата вĕренме кĕрес йĕркесем çинчен каласа кăтартнă. Сăмах май, шкул хыççăн çар комиссариатĕнчен направлени илсе çамрăксем ДОСААФ организаци урлă тỹлевсĕр вĕренсе С, В категориллĕ водитель правине алла илме пултараççĕ.

Тĕл пулу вăхăтĕнче вĕренекенсем хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине те хурав илнĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code