Понедельник, 12 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яваплăхран нумай килет

Яваплăхран нумай килет

Сентябрĕн 16-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ, регионти «Çĕнĕ шкул» проект координаторĕ Алевтина Федорова тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов Елчĕкри газ участокĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ.

«Сывлăх патне — утăм»

проектпа Чăваш Енре 2025 çултанпа ĕçлеççĕ. Кăçал пирĕн округра ăна июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 11-мĕшĕччен 16 ялта йĕркеленĕ. Çак тапхăрта пĕтĕмпе 2195 çынна регистрациленĕ. Кашни профилактика мероприятийĕнче вăтамран 130 çынран кая мар йышăнма тĕллев лартнă пулсан, малтисене палăртсах хăварар: Патреккел (178 çын), Аслă Пăла Тимеш, Кĕçĕн Таяпа (170), Аслă Елчĕк (167), Çĕнĕ Пăва (160), Аслă Таяпа (155).

Патăрьел тĕп больницин Елчĕк филиалĕн мобильлĕ бригади йышĕнче 55 медицина ĕçченĕ тăрăшнă.

Хăш-пĕр направленипе кăтартусене уçăмлатни вырăнлă пулĕ. Терапевтсем, калăпăр, 1414 çынна йышăннă, вĕсенчен 507-шне хушма тĕрĕслеве янă. Сахăр диабечĕ (19 тĕслĕх), гипертони артерийĕ (39), чĕре ишемийĕ (7), усал шыçă (7), катаракта (19), глаукома (4) чирĕсене хăш-пĕр пациентсенче пуçласа асăрханă. Ытлашши виçе те (339 çын), самăрлăх та (212) çивĕч сигнал пулмалла. Вĕсем сахăр диабетне, чĕрепе юн тымарĕн чирĕсен пуçламăшне илсе пыраççĕ, шăмă сыпписем тĕлĕшпе те кансĕрлĕх. 339 пациентăн юнĕнче глюкоза, 546-шĕн холестерин шайĕ пысăккине палăртнă. Кусем — атеросклероз, инфаркт тата инсульт патне «алăк уçакансем».

Июлĕн 16-мĕшĕнче Елчĕк больницине мобильлĕ «Кардиопуйăс» поликлиники çитнĕ. Кардиологсемпе неврологсем патĕнче пĕр кун хушшинче 117 çын тĕрĕсленнĕ, вĕсенчен 4-шне госпитализациленĕ.

Пирĕн округшăн «Ача-пăча пуйăсĕ» акци те вырăнлă, мĕншĕн тесен ансăр специалистсенчен Шупашкара каймасăрах консультаци илмешкĕн меллĕ. Август уйăхĕнче округри больницăна килнĕччĕ вăл. Сакăр специалист ун чухне 170 ачана тĕрĕслев витĕр кăларнă. Кирлинчен йывăр виçеллисем ачасем хушшинче те пур — 28.

Ачасем черет кĕтнĕ чухне ан тунсăхлаччăр тесе вĕсем валли сывлăх урокĕ те йĕркеленĕ. Шăпăрлансем шурă халатлисем çăвар гигиенине уямалли, куçа упрамалли çинчен каласа панине тимлĕн итленĕ, сиплев физкультурин хăнăхтарăвĕсене хаваспах пурнăçланă, тĕрĕс апатланма вĕрентекен интерактивлă вăййа та хастар хутшăннă.

Сасăлав пуçланчĕ…

Çавна май суйлавçăн мĕн пĕлмелле?

Сентябрĕн 18, 19, 20-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин IX созывĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн VIII созывĕн суйлавĕсен сасăлавĕ пырать.

Майĕсем вара тĕрлĕрен. Енчен те эсир пропискăра тăракан вырăнта сасăлатăр пулсан, сире 2 бюллетень параççĕ. Пĕри — парти списокĕсемпе, тепри — çак округри кандидатсемпе.

Эсир, енчен те, хăвăрăн пĕр мандатлă округ тулашĕнче сасăлатăр тăк (тĕслĕхрен, «Мобильный избиратель» тытăмĕпе), сире парти списокĕсемлĕ бюллетень кăна параççĕ. Кун пек чухне округри кандидатшăн сасăлама май çук. Сасăлавччен 3 уйăх маларах хăвăр килнĕ вырăнта регистрациленнĕ пулсан — тархасшăн.

Онлайн (ДЭГ) майĕпе те сасăлама май пур. Паллах, сентябрĕн 14-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă заявлени панă пулсан. Сасăлав ятарлă порталта иртет. Ун пек чухне суйлав участокĕнче хут бюллетеньсем памаççĕ.

Сывлăха е ытти сăлтава пула суйлав участокне пыраймастăр пулсан, комиссие киле килме ыйтса заявлени çырмалла. Хăвăрах телефонпа е урăх çын урлă суйлав комиссине (сентябрĕн 20-мĕшĕнче 14 сехетчен) шăнкăравлама пултаратăр.

Регистрациленмен вырăнта сасăласси пирки те аса илтересшĕн. Заявление («Мобильный избиратель») маларах Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ, НФЦ, территори суйлав комиссийĕ е харпăр хăй участокри суйлав комиссине пама пултарать.

Кĕтменлĕх ан пултăр

Çанталăк сивĕ енне сулăнчĕ. Çывăх кунсенче çуртсене, хваттерсене хутса ăшăтмалли тапхăр та пуçланĕ. Ăна хатĕрленсе газ оборудованийĕсемпе усă курассин хăрушсăрлăхне пăхăнасси пĕрремĕш вырăна тухать. Ыйтăва Чăваш Ен Правительстви шайĕнче контрольте тытаççĕ.

Уйрăм тата нумай хваттерлĕ çуртсенче яваплă тапхăр пуçланиччен тĕтĕм çулĕсене тата сывлăша уçăлтармалли хатĕрсене тĕрĕслемелле. Ку ĕçсене, тĕрĕссипе, çулталăкне виçĕ хутчен йĕркелес пулать. Шупашкарти 34 хваттерлĕ çуртра асăннă ĕçсем норматив требованийĕсемпе килĕшсе тăманран тата хăш-пĕр хваттере тĕрĕслеме май паманран сентябрĕн 10-мĕшĕнче газ парассине чарса лартнă.

Йăлари газ оборудованийĕсен техника тĕрĕслевне çулсерен ирттереççĕ. Çĕнĕ хатĕрсем вырнаçтарассинче е кăлтăксене пĕтерессинче специалистсене кăна шанмалла. Кашни хăй тĕллĕн çак ĕçсемпе çыхланни пысăк хăрушлăх патне илсе пыма пултарать.

Республикăра усă курнин вăхăчĕ иртнипе е абонентсем хăйсем ыйтнипе 2,5 пин единица газ оборудованине улăштарнă. «Хăрушлăх ушкăнĕнче» тăракан 5000 ытла абонента тĕрĕсленĕ, çав шутран 390-шне газпа усă курас йĕркене пăснăшăн тата 519-ĕшне тỹлев парăмĕшĕн «кăвак çулăм» парассине чарса лартнă.

Пỹлĕмре, урамра газ шăршине туйсанах ятарлă службăна 104 е 112 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравламалла.

«Пушкин картти»

Асăннă проекта пуçарнăранпа пилĕк çул çитрĕ. Паян унпа Чăваш Енри 99 культура учрежденийĕ хутшăнать: театрсем, библиотекăсем: музейсем… 92-шĕ патшалăхăн тата муниципалитетсен, 7-шĕ уйрăм çынсен.

Республика Пушкин карттипе тивĕçтернĕ йышăн тỹпипе Раççейре 1-мĕш вырăнта — унпа ачасемпе çамрăксен 74,9 проценчĕ усă курать. Раççей шайĕнче, сăмах май, ку кăтарту чылай пĕчĕкрех — 49 процент кăна. Кăçал сутнă билетсен шучĕпе — иккĕмĕшĕнче. Кỹршĕ Мари Эл малта — 27 пине яхăн билет. Пирĕн — 16,5 пин ытларах. Мускав та пирĕн регионтан каярах -16,4 пин. Проект пуçарнăранпа вара Чăваш Енре çак карттăпа 1,7 миллион билет сутнă — 670 млн ытла тенкĕлĕх.

Пирĕн округпа илсен кăçалхи январь-август уйăхĕсенче 100 пин те 700 тенкĕлĕх 372 билет реализациленĕ. Елчĕкри «Илем» кинозал тỹпи пысăк, кинофильмсем 397 çын курнă. Сумми 110900 тенкĕпе танлашать.

Округра 14 çултан пуçласа 22 çулсенчи çамрăксен йышĕ 347 çын шутланать пулсан, вĕсенчен 327-шĕ «Пушкин карттипе» усă кураççĕ.

Паллах, «Пушкин картти» проектпа ĕçленинче тĕп вырăнта укçа ыйтăвĕ мар, çамрăксене культура урлă воспитани парасси пулса тăрать. Çапах асăннă кăтартусем ĕçе хаклаççĕ, резервсем пуррине палăртаççĕ…

Лайăх çул — ырлăх

Ялта лайăх çул пулни — хăтлăх та, хăрушсăрлăх та. Вăл яла сыхласа хăварма, унăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассинче хăватлă импульс пулса тăрать. Ертỹлĕх çав кунах Елчĕкри Çăлкуç тăкăрлăкĕнче çĕнетнĕ çула савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă. Самаях япăхланнă çула «Эльбрус» ООО ĕçченĕсем кĕске вăхăтра йĕркене кĕртнĕ. Сумми — 3955268 тенкĕлĕх.

Ял çыннисем ыйтнине пурнăçлассинче Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕпе Максим Петровпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн тỹпи çав тери пысăк. Вĕсем округ администрацийĕпе пĕрле проектпа смета докуменчĕсене васкавлă хатĕрлесе объекта кĕске вăхăтра хута яма май панă та.

Леонард Левый Максим Михайловичпа Юрий Алексеевича пархатарлă ĕçшĕн тав тунă. Вăл проекта ĕçе кĕртнĕ «Эльбрус» ООО ертỹçине Николай Алексеева Хисеп грамотипе, Даниил Ефимов асфальт хуракан оператора Тав хучĕпе чысланă.

Çĕнетнĕ çула уçма çавăн пекех ЧР Промышленность тата энергетика министрĕн çумĕ Дмитрий Гринев хутшăннă, сăмах каланă.

Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем «Улăп» ФОК çывăхĕнче йĕркеленекен «ăслă» спорт площадкипе тата «Çĕнĕ Пăва-Кĕçĕн Шăхаль» çула юсанипе паллашнă.

Унтан округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code