Понедельник, 12 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнелсе уçăлнă объектсем

Çĕнелсе уçăлнă объектсем

Округра тĕпрен йĕркеленĕ юсав ĕçĕсем хыççăн тỹрех виçĕ объект хăйсен алăкĕсене çĕнĕрен уçнă.

Ял çыннисемпе пĕрлехи савăнăçа пайлама Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов тата ыттисем хутшăннă.

Кивĕ Эйпеçри (8,7 миллион тенкĕлĕх) тата Кавалти (9,1 млн тенкĕлĕх) культура çурчĕсене «Çемье» наци проекчĕпе, «Пĕчĕк çĕршывăн культури» проектсемпе тата «Культура аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшỹллĕн ĕçе кĕртнĕ. Вĕсенче конструкцисене çирĕплетнĕ, инженери сечĕсене, алăксемпе чỹречесене, урай-маччана, çуртсен çи виттине пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Стенасене якатса çутă сăрăсемпе сăрланă. Куçа илĕртет халĕ. Çуртсен фасадне уйрăм материалпа илем кĕртнĕ.

Объектсене округра ырă ята тивĕçнĕ «Магнат» сахал яваплă общество строителĕсем пурнăçланă. Вĕсем контрактсенче палăртнисене срокра тата пысăк пахалăхпа йĕркелени куç кĕрет. Леонард Васильевич унăн ертỹçине Александр Горшкова тата тĕрлĕ пулăшу кỹнĕ вырăнти хастарсене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысланă.

Ял çыннисем хăтлă керменсенче вырăнти, Шупашкар округĕнчи тата Чĕмпĕр тăрăхĕнчи сцена ăстисен юрри-ташшипе киленнĕ.

Округри тĕп вулавăшăн икĕ хутне (600 тăваткал метра яхăн) «Çемье» наци проектне тĕпе хурса çĕнетнĕ. Халĕ пушшех хăтлă унта.

Ертỹлĕх çавăн пекех Николай Алексеев паллă журналистăн, краеведăн «След на земле» кĕнекин презентацине хутшăннă, автора пархатарлă ĕçшĕн тав тунă, малашлăхра ăнăçу суннă.

Николай Васильевич тавра пĕлỹ ĕçĕпе студент çулĕсенченех тимлет. Черетлĕ ăс-хакăл çимĕçĕ унăн шучĕпе 6-мĕш. Ăна «Тĕмер ялĕн тулли энциклопедийĕ» тесех хаклас килет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code