Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрỹ ĕçре

Хĕрỹ ĕçре

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче нумай çул ỹсекен курăксене çулма тытăннă. Унăн лаптăкĕ 369 гектар йышăнать.

Çанталăк условийĕ кăларса тăратнă лару-тăрура кăçал курăк та каярах ĕлкĕрнĕ. Апла пулин те выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма пахалăхлă утă-сенажа ытти çулсенчи пекех кирлĕ таран хатĕрлесе хăварма пултарасса Виктор Цыганов тĕп агроном пĕрре те иккĕленмест.

Сăн ỹкерчĕкре: МТЗ-82 йышши тракторпа курăк çулма хутшăнакан Вячеслав Мясников инженерпа Виктор Цыганов тĕп агроном.

Район уй-хирĕсенче

Июнĕн 16-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 12676 гектарне çум курăкран хỹтĕлесе, хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешсе им-çам сапнă.

Нумай çул ỹсекен курăксене 268 гектар (4 процент) çулнă, çав шутран симĕс апат валли — 173, утăлăх — 95 гектар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code