Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хамăра, çывăх çынсене сыхлар

Хамăра, çывăх çынсене сыхлар

Коронавирус инфекцийĕ сарăласран асăрханас тĕллевпе йĕркеленĕ районти оперативлă штабăн юлашки ларăвне Роспотребнадзор Управленийĕн Чăваш Республикинчи ертÿçи Надежда Луговская, ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Ольга Ланцова хутшăннă. Ăна оперативлă штаб ертÿçи – район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынă.

Сиксе тухнă лару-тăрăва пула хальхи вăхăтра нумай мероприятие онлайн мелĕпе ирттересси йĕркене кĕрсе пырать, маска витĕр пулин те, куçа-куçăн тĕл пулса калаçни, пурпĕрех, витĕмлĕ пулнăн туйăнать.

Коронавирус чирĕ сарăлнипе çыхăннă районти лару-тăру тата ăна сирсе ярас тĕллевпе оперативлă штабра йышăнакан мерăсем çинчен Роспотребнадзорăн территори пайĕн начальникĕн çумĕ Светлана Петрянкина, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин чарăнса тăнă.

…Шел пулин те, коронавируспа чирлекенсен хисепĕ чакмасть, ÿсет анчах. Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнчи кăтартусене тишкерес пулсан, вĕсен хисепĕ 51-е çитнĕ, вĕсемпе хутшăнура пулнă, чире çăмăл формăпа ирттерекен 124 çын тĕлĕшпе самоизоляци режимне пăхăнма çирĕп асăрхаттару панă. Вĕсене пурне те килте пулнă вăхăтра хăйсене мĕнле тытмалли çинчен ăнлантарса панă. Телее, 37 çын чиртен сывалнă, хальхи вăхăтра вĕсем хăйсене лайăх туяççĕ.

Вăл хăш ÿсĕмрисене ытларах парăнтарнă? Вĕсенчен ытларахăшĕ 40 çултан иртнисем. Çула çитмен ачасем те пур, вĕсем – 13-ĕн. Роспотребнадзор специалисчĕ кăçалхи 5 уйăхра районта çивĕч респираторлă чирсен 236 тĕслĕхне тупса палăртнине те аса илнĕ.

Район администрацийĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешекен мобильлĕ 4 ушкăн йĕркеленĕ. Вĕсем кашни кун рейда тухаççĕ. Халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене йĕркелесе ирттерес тĕллевпе çак вăхăтчен пĕр-пĕр ял тăрăхне темиçе хутчен те çитсе курнă вĕсем. Халĕ ялсенче пурăнакансем лавккана е ытти ĕçпе каймалли пулсан маска тăхăнмасăр килтен ура ярса пусмаççĕ. Хăйсен тата çывăх çыннисен сывлăхĕшĕн пăшăрханаççĕ пурте. Çапла пулмалла та.

Мобильлĕ ушкăн членĕсем куллен 12-15 суту-илÿ объектĕнче санитарипе гигиена йĕркисене епле пăхăнса ĕçленине тĕрĕслеççĕ. Çак тапхăрта район центрĕнчи парикмахерскисенче те 19 хутчен пулнă – йĕркене пăхăнмасăр ĕçленине тупса палăртман. Ушкăнпа пулакан вырăнсенче çынсем маска тăхăнмалли режима тивĕçлипе йышăннипе йышăнманнине 364 хутчен тĕрĕсленĕ. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен районти центрта вăй хуракансемпе «кĕмĕл» волонтерсен хальхи вăхăтри пархатарлă ĕçне те уйрăммăн палăртса каламалăх пур. Вĕсем самоизоляци режимне пăхăнма тивекен граждансене лавккаран апат-çимĕç, эмелсем туянса килĕсене çитерсе парассине хăйсем çине илнĕ.

…Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская килсе тухнă лару-тăрура паян – Çимĕкре, ыран – Троица кунĕ вилнисене асăнма масар çине кайма юраманни çинчен тепĕр хутчен аса илтернĕ. Мĕншĕн тесен кунта ушкăнпа пулса апат-çимĕçпе сăйланма тивнĕ май санитарипе гигиена йĕркисене пăхăнма çукпа пĕрех. Вилнисене асăнмалли йĕркене масар çине каймасăр килте пурнăçланинчен лайăххи пулмĕ. Паллах, ытти чухне те маска режимĕ, дистанцие шута илмелли çинчен манма юрамасть. Сăмах май, Мускав хулин мэрĕ Сергей Собянин сăмса-çăвара маскăпа хупласа çÿремелли режим кĕркуннечченех тăсăлма пултарасса çирĕплетет. Çавăн пекех вăл юпа уйăхĕнче коронавирусран сыхланмалли вакцинăн пĕрремĕш ушкăнĕ ĕçе кĕрессе палăртнă…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code