Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕрентекен – сăваплă професси

Вĕрентекен – сăваплă професси

Пысăк юхан шыв пĕчĕккинчен пуçланать пулсан, ырă енсем çынра ачаран вăй илсе аталанаççĕ. Аля Анатольевна Головина мĕн çамрăкран ĕçе юратнипе, хăйне шаннă тивĕçе тĕплĕн пурнăçланипе, ырă та ăшă кăмăлĕпе уйрăлса тăнă. Ачаранах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ хĕр ача çитĕнсе çитсен хăйĕн пархатарлă ĕмĕтне пурнăçланă.

Вăл 1954 çулта Питтĕпел ялĕнче Анатолий Григорьевичпа Валентина Михайловна Бурмистровсен çемйинче кун çути курнă. 1961-1965 çулсенче ялти шкулта, 1965-1969 çулсенче Кивĕ Эйпеçри сакăр çул вĕренмелли шкулта «5» паллăсемпе вĕреннĕ хыççăн Канашри педагогика училищинче пĕлÿ илсе кĕçĕн классен учителĕ пулса тăнă.

Икĕ çул Тутар Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнче вĕрентекенре тăрăшнă Елчĕк пики, унтан тăван тăрăха таврăннă. 1975 çулта Кĕçĕн Таяпари сакăр çул вĕренмелли шкулта кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ пама пуçланă. Мал ĕмĕтлĕскер ĕçленĕ вăхăтрах куçăмсăр майпа Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетĕнче вĕренсе вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса тăнă. Каярах çак шкултах 30 çул вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентнĕ. Ачасене чун-чĕререн юратасси, вĕсенчен ăслă та çирĕп чунлă çынсем çитĕнтересси унăн пархатарлă кун-çулĕнчи тĕп тĕллевĕ пулса тăнă. Вăл вĕрентнĕ ачасем яланах унран тĕслĕх илме, юратнă вĕрентекенĕ пек пулма тăрăшнă. Хальхи вăхăтра унăн чылай вĕренекенĕ наставникĕн ĕçне малалла тăсса республикăри тĕрлĕ шкулта вырăс чĕлхипе литературин учителĕсем пулса тăрăшаççĕ.

Вăхăт иртнĕ май А.Головина çирĕп аттестаци витĕр тухса пĕрремĕш квалификациллĕ вĕрентекен пулса тăрать. Класс ертÿçи пулса миçе ачашăн «иккĕмĕш амăшĕ» вырăнне пулман-ши вăл; Пултарулăхне кура районта иртнĕ «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсра 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Унăн вĕренекенĕсем шкул шайĕнчи, ун тулашĕнчи тĕрлĕ конкурс-тупăшусене, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнса пĕрре анчах мар çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

Чысне кура – хисепĕ. Вĕрентÿпе воспитани процесне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе, аталантарса пынăшăн, профессири пысăк ăсталăхшăн вăл «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна, Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп хутне тата ытти чылай наградăна тивĕçнĕ.

Аля Анатольевна мăшăрĕпе Алексей Ивановичпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене пурне те аслă пĕлÿ илме вăй парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Хĕрĕсем халĕ пурте çемьеллĕ. Асли Инна провизор, Марина тухтăр, Татьяна юрист пулса тăрăшаççĕ. Кукашшĕпе кукамăшĕ паян ачисемпе тата 4 мăнукĕпе савăнаççĕ.

Г.ИЗОСИМОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code