Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цифрăллă телеканалсенче – субтитрсем

Цифрăллă телеканалсенче – субтитрсем

Раççей телекуравпа радио хыпарлав сечĕ /РТРС/ цифрăллă телеканалсенче субтитрсем вырнаçтармашкăн техника майĕсемпе тивĕçтерет. Асăннă функцие кăмăл пулсан хута яма пулать. Çапла вара япăх илтекен е пачах илтмен çынсем ытти телекуравçăпа танах информаци илме пултараççĕ.

Субтитрсене вăл е ку телеканалăн Мускаври студийĕсенче хатĕрлесе эфира кăлараççĕ. Вĕсене хăвăр телевизорта курас тесен пульт кнопкине, телетекстшăн яваплине, пусмалла. Субтитрсем çак телеканалсенче пулаççĕ: «Первый канал», «Россия 1», «НТВ», «Россия К», «ТВ Центр», «Карусель», «Спас», «Матч ТВ» тата «Пятый канал».

Раççейре япăх илтекен тата пачах илтмен 13 миллион ытла çын пурăнать, çав шутра 1 миллион ытла ача. 2020 çулта саккун проекчĕ вăя кĕмелле, унпа килĕшÿллĕн телекураври субтитрлă кăларăмсен тÿпи 5 процентран кая мар пулмалла. Çак саккун проектне «Меллĕ хÿтлĕх» патшалăх программине пурнăçланă май хатĕрленĕ.

Субтитрсене курас тесен DVB-Т2 стандартлă телевизор /2013 çул хыççăн кăларнисен вăл пурин те пур/ кирлĕ. Ăна кабель урлă дециметрлă антеннăпа çыхăнтармалла та менюра каналсен автонастройкине ямалла. Тĕплĕнрех СМОТРИЦИФРУ.РФ сайтра е çак телефонпа ыйтса пĕлме пулать: 8/800/220-20-02.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code