Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чыса эс тивĕçлех!

Чыса эс тивĕçлех!

Кăçал районти Хисеп хăми çине кĕме тивĕçлĕ пулнă 20 çынран 3-шĕ — АПК ĕçĕн хастарĕсем. Вĕсенчен пĕри — «Эмметево» сахал яваплă обществăра зоотехник пулса вăй хуракан Галина Валериевна Краснова.

Сăн ỹкерчĕкри унпа юнашар Галина Чернова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕрентекен, савăнăçлă, çав вăхăтрах хумхануллă лару-тăрура иртекен уявра, ăна хавхалантарас шутпа, пĕрле килнĕ.

— Галина Валериевна, чăннипех, чун-чĕрипе ĕçе парăннă. Пурнăçĕ тăршшĕпех хăй суйласа илнĕ профессире тăрăшакана район шайĕнче хисеп тунине ял çыннисем те савăнсах йышăннине пĕлсе тăратăп. Вăл темиçе çултанпа тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, апла пулин те ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕç-хĕле тивĕçлипе йĕркелесе пырассинче вăй-халĕпе сывлăхне шеллемесĕр тăрăшать. «Эмметево» ООО дирекцийĕ те унăн ĕçне тивĕçлипе хаклать, — тет вăл.

Çак сăмахсенче пурте тĕрĕсси. Галина Краснова пĕр улшăнмасăр 40 çул зоотехникра вăй хурать. Профессие юратмасан çын çакăн чухлĕ вăхăт пĕр ĕçре тытăнса тăрас çук, паллах.

Сăмах май каласан, «Эмметево» сахал яваплă обществăра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çак çулсем тăршшĕпех тивĕçлĕ шайра аталанать. Фермăри ĕçе хальхи йышши технологисемпе усă курса тухăçлă йĕркелесе пынине кура кăтартусем кашни çул ỹссех пыраççĕ.

Курнавăшри Юрий Цветковпа Таяпа Энтри ялĕнчи Алексей Шадриков хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисен ячĕсем те Хисеп хăми çине ылтăн саспаллисемпе çырăнма тивĕçлĕ пулчĕç. Ыт ахальтен мар çакă: Юрий Цветков фермер нумай çул тухăçлă тыр-пул туса илнипе палăрать. Иртнĕ çул та пурĕ 7310 центнер, 1 гектартан 39,5 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ — республикăри хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче сарăлнă ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кăçалхи тухăç никĕсĕ те çирĕп пулма кирлине хăюллăнах çирĕплетрĕ çĕр ăсти.

Алексей Шадриков та пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ пулнипе палăрать. Вăл пахча çимĕç тата вĕсен вăрлăхĕсене туса илессипе çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code