Шупашкарта, Трактор тăвакансен культура керменĕнче, Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунăранпа 85 çул çитнине халалласа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Ăна тепĕр пысăк пулăмпа — милитаристла Японие çĕнтерсе иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ кунпа — çыхăнтарнă. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, власть органĕсен тата общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Уявра Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă делегаци тата хамăрăн ентеш — Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор та пулнă (сăн ỹкерчĕкре).
Пухăннисен умĕнче тухса калаçнă май Олег Николаев ентешĕсен ĕçри паттăрлăхĕн калăпăшне палăртнă:
— Вĕсен ĕçри паттăрлăхĕ Тăван çĕршыва чунтан юратса ĕçленин тĕслĕхĕ, паттăрсен ырă ячĕ ĕмĕрлĕхех асра юлĕ.
Çак кун ертỹлĕх Куславкка округĕнчи «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» халалланă мемориалта пулса палăксен умне чĕрĕ чечексем хунă.
Елена ПЕТРОВА.

