Пятница, 16 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрарăм — ял управçи

Хĕрарăм — ял управçи

Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: хĕрарăм вăл — пурнăç пуçламăшĕ, çĕр çинче этемĕн йăхне тăсаканĕ. Вăл ăçта — унта пурнăç. Республикăра пуçласа регион шайĕнчи «Берегиня села» преми пама палăртнă. Çĕнтерỹçĕсене октябрĕн 16-мĕшĕнче чыслаççĕ. Çакна эпир, хĕрарăмсем, уйрăмах ырласа йышăнатпăр.

Ял хĕрарăмĕ килсеренех 7-8 ача, каярах 5 ача çуратса ỹстернĕ. Çапах та чылай чух тĕлĕнетĕн: ватлăха вара чылай амăшĕ пĕччен кĕтсе илет. Хăйсен ачисене ялта хăварнă аннесене телейлĕ тесе калас килет. Çавăн пек хĕрарăмсенчен пĕринпе, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан (унăн 4 ачи те ялта тĕпленнĕ) Васильева Олимпиада Михайловнăпа паллаштарас тетĕп сана, хисеплĕ вулаканăм.

1941 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Лидия Степановнăпа Михаил Яковлевич Сапожниковсем 2-мĕш ачине алла илеççĕ. Хĕр ачана Липа ят параççĕ. Мăшăр 6 ачана кун çути парнеленĕ. Кил хуçи вăрçă пуçланнă çулах алла пăшал тытать. Паттăр салтак вăрçăри хăюлăхшăн 3 орденпа медале тивĕçнĕ. Мирлĕ вăхăтра мăшăрĕпе колхозра ĕçленĕ.

Липан ачалăхĕ вăрçăн йывăр çулĕсене лекнĕ. Пылак çимĕç, ăшă тумтир лекмен ачасене те. Çул çитсен ялти шкула çỹренĕ хĕр ача, 7 класлă шкул пулнă ку вăхăтра ялта. 8-мĕш класа çỹрес кăмăлпа кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Тури Туçа шкулне çул хывнă. Пĕр çул вĕренсен, тỹлеме укçа пулманран, çỹреме пăрахнă пĕлỹ çуртне, колхозра ĕçлеме тытăннă. Ку çулсенче ĕçленĕшĕн укçа-тенкĕ паман, кашни ĕç кунĕшĕн 1 «патак» лартса пынă, çул вĕçленсен тырă валеçсе панă. Хĕр упраçа тумтир илме укçа-тенкĕ кирлĕрен, Липа тата унăн юлташ хĕрĕ Çĕпĕр тăрăхне тухса каяççĕ. Пĕр çулталăк чугун çул çинче ĕçлеççĕ тантăшсем. Анчах тăван чăваш çĕрĕ хăй патнех туртать. Яла таврăнсан, çамрăк хĕре ял канашĕнче налук пуçтарма шанаççĕ. Кăштах вăхăт иртсен хут ĕçне лайăх пĕлекен хĕре секретарь тивĕçĕсене туса пыма куçараççĕ. Çĕмĕрт пек хура куçлă, вăрăм çỹçлĕ хитре хĕр нумай каччăна илĕртет, анчах чĕри пĕрне анчах суйлать. Ялтах çуралса ỹснĕ ытарма çук илемлĕ, çепĕç чĕлхе-çăварлă каччă — Петр Александрович Васильев — Турă çырни пулса тăрать. Икĕ çамрăк хушшинче пысăк юрату çуралать. Çул çитнĕ каччăн кĕçех çар тивĕçне пурнăçлама ят тухать. Виçĕ çул юрату çырăвĕсем вĕçеççĕ яшпа пике хушшинче. Яла таврăнсан çамрăк салтак Липăран мăшăр пулма ыйтать. Икĕ чĕре пĕрлешсен 1963 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче ялта пысăк туй кĕрлет. Мал ĕмĕтлĕ каччă пĕлĕвне аталантарас тĕллевпе Шупашкарти педагогика институчĕн истори факультетне вĕренме кĕрет. Çамрăк арăм пĕр хушă мăшăрĕн амăшĕпе пурăнать. 1964 çулта «юрату çимĕçĕ» — Игорь çуралать, ун хыççăн тĕнчене хĕр ачасем — Наташа, Галя — килеççĕ. Ачасене ỹстерме асламăшĕ нумай пулăшать. Çемье пуçĕ алла хĕрлĕ диплом илсе яла таврăнать. Кỹршĕри Кушкă ялĕнче директор тивĕçĕсене пурнăçлать тата пĕр харăсах истори предметне вĕрентет вăл.

Çамрăк хĕрарăм та хăйĕн малалла аталанмаллине туять: ялти вăтам шкулти каçхи уйрăмра вĕренсе алла аттестат илет.

Пысăк ăс-тăнлă, анлă тавра курăмлă педагога ялта нумай тытса тăмаççĕ, района РУНО заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çĕнĕ ĕçре те Петр Александрович лайăх енсемпе анчах палăрать. Пысăк пуласлăхлă ертỹçĕне курса, ăна Чулхулари совет-парти шкулне вĕренме яраççĕ. Çемьен татах уйрăм пурăнма тивет. Çак тапхăрта Олимпиада вут çинчи пек ăшталанать: ачисене, ватă хунямăшне пăхмалла, ĕçе çỹремелле (ĕçĕ питĕ кăткăс та яваплă), кил-çурта, хуçалăха тытса пымалла, выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла, пахчара ĕçĕ чылай… Пурте унăн черчен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Шăлне çыртса çемье ăшшине тытса пыма вăй-хал çитерет Олимпиада. Виçĕ çултан аллине тата тепĕр диплом илсе, çемье пуçĕ яла таврăнать. 10 яла пĕрлештерсе тăракан, çĕршывĕпе паллă пысăк «Победа» колхозра партком секретарĕнче ĕçлеме пуçăнать Петр Александрович. Ĕç биографийĕнчи чи паллă çулсем çаксем пулса тăраççĕ «çамрăк коммунистшăн» — 14 çул чунне парса ĕçлет вăл çак вырăнта. Паллах, çумра ăнланакан мăшăрĕ Олимпиада Михайловна пулни нумай йывăрлăха çĕнтерме пулăшать. Тата 2 чун — Андрейпа Саша — çуралсан çемье пысăк телейпе тулать. Ваттисем каланă пек, кĕçĕн ывăлăн çурт никĕсне тытмалла, арçыннăн пỹрт, йывăç лартмалла, ывăл ỹстермелле. Çаксене вĕçех пурнăçлама пултарнă кил хуçи. Ашшĕ лартнă пĕчĕк пỹрт вырăнĕнче кермен пек чул çурт, çирĕп хуралтă, çỹллĕ хапха туса хунă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем никамшăн та çăмăл пулман. «Победа» колхоз, парти комитечĕсем саланчĕç. Пурнăçри йывăрлăхсем сывлăх çине те пырса тиврĕç. Сывлăх хавшанине пăхмасăрах Петр Александрович тивĕçлĕ канăва тухичченех шкулта ĕçлерĕ — тăван шкул Петр Александровича хапăл туса кĕтсе илчĕ. Ачасене истори предметне вĕрентрĕ педагог.

Тĕслĕхлĕ мăшăр ачисене тивĕçлĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем туса ỹстерчĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем пурте ятарлă пĕлỹ илнĕ, çемье çавăрнă, ача-пăча çуратса ỹстернĕ, хăйсен пурнăçри вырăнĕсене тупнă. Асли — Игорь Петрович — ял хуçалăх институтне пĕтернĕ, мăшăрĕпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ ку тĕнчерен çамрăкла уйрăлса кайрĕ. Васильевсен асли хальхи вăхăтра «Энтепе» ОООра управляющи пулса ĕçлет. Наталья Петровна районти паллă педиатр — питĕ ответлă та кирлĕ ĕçре тăрăшать. Мăшăрĕпе пĕр хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Галина Петровна — аслă пĕлỹллĕ педагог-филолог. Мăшăрĕпе пĕр хĕр çитĕнтернĕ, аслă пĕлỹ панă. Александр Петрович — экономист. Çемйипе тĕп хулара пурăнать, икĕ ывăл çитĕнтерсе аслă пĕлỹ панă. Шупашкарта хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă А.Васильев. Андрей Петрович шкул хыççăн Шупашкарти кооператив техникумĕнче пĕлỹ илнĕ, малалла куçăмсăр майпа вĕренсе юрист профессине алла илнĕ. Мăшăрĕпе 2 ывăл çитĕнтерсе вĕсене аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Андрей Петровичшăн ял пурнăçĕ, ĕç-хĕлĕ тата çывăхрах пулчĕ. 2011 çулта хăй çине питĕ пысăк яваплăх илчĕ вăл. Саланнă хуçалăха пуçтарса, 4 яла пĕрлештерсе «Энтепе» пĕрлешỹ туса хучĕ. Çивĕч ăслă, пултаруллă, вăй питти арçын нихăш йывăрлăха та парăнмасть. Çемье тĕревĕ — Валентина Витальевна мăшăрĕ. Артем ывăлĕ те яланах çумра, пулăшса тăрать. Хуçалăх тĕрлĕ енлĕ аталанса пырать, выльăх-чĕрлĕхне, çĕр ĕçне пурне те кирлĕ пек аталантарса, йĕркелесе пырать Андрей Петрович. Ашшĕ-амăшĕн пилĕпе, канашĕпе, Турă пулăшнипе хуçалăх çулран-çул тĕрекленсех пырать. Трактора е комбайна ĕçлеттермелле — хуçа Артем ывăлĕпе яланах малти ретре. Хуçалăх хамăр тăрăхра малтисен ретĕнче пырать.

Иртнĕ уйăхра Олимпиада Михайловна 85 çулхи юбилейне паллă турĕ, çывăх çыннисемпе тус-тăванне пуçтарчĕ. 38 çул ĕç вырăнне улăштармасăр, тĕплĕн ĕçлесе пурăнчĕ хĕрарăм. Çавна май халăх хисепне çĕнсе илчĕ. Хисеплĕ «Ĕç ветеранĕ» ят парса та чысланă ăна. Ача амăшĕн медалĕ, Хисеп, Тав хучĕсем тирпейлĕн упранаççĕ. Чи пысăк тупри вара, паллах, ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем.

— 7 мăнук, 3 кĕçĕн мăнук — Турă парни, — тет Олимпиада Михайловна.

Сумлă юбиляра аслă ывăлĕ — Игорь Петрович хăйĕн хỹттине илнĕ. Хĕрĕсемпе кинĕсем кану кунĕсенче пуçтарăнса кил-çуртра тирпей-илем кĕртме пулăшаççĕ. Ача-пăча вара выляса савăк вăйă-кулăпа ватăн чунне савăнтарать. Ăс-тăнĕпе çивĕч, кирек мĕнле ыйтăва татса пама пултарать хĕрарăм. Çак çулта та хитре кавирсем, эрешлĕ носкисем çыхса парнесем хатĕрлет вăл. Килнĕ çынна хăйĕн кучченеçĕсĕр кăларса ямасть тарават ватă. Чăх-чĕп усрама та ỹркенмест. «Ачасене, мăнуксене хăналама та кирлĕ», — тет кăмăллăн кулса Олимпиада Михайловна. 100 çула та çĕр çинчех кĕтсе илмелле пултăр сирĕн, ырă çыннăмăр.

Хĕрарăм — пурнăçăн хуçи,
Хĕрарăм — пурнăç тыткăчи…

Ял управçи пирки çак сăмахсене калас килет статьяна вĕçленĕ май.

Зинаида ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн
председателĕ, хĕрарăмсен вырăнти канашĕн членĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code