Округсенче «Асам» фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ иртрĕ. Жюри членĕсем çамрăк актерсен пултарулăхне хак пачĕç. Кăçал фестивале Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларĕç.

Елчĕк округĕнче тупăшăва сакăр вĕренỹ учрежденийĕнчи театр коллективĕсем хутшăнчĕç. Жюри çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртнă. 1-мĕш вырăна «Хавхалану» театр коллективĕ (Курнавăш шкулĕ, ертỹçисем — Н.Кузнецова, В.Воронова), 2-мĕш вырăна — «Пĕчĕк актер» (Çĕнĕ Пăва, ертỹçи — А.Иванова), «Акварельки» (Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ Елчĕк шкулĕ, ертỹçи — О.Артемьева), «Маска» (Кушкă шкулĕ, ертỹçи — С.Торговцева), 3-мĕш вырăна — «Туслă ачасем» (Çирĕклĕ Шăхаль, ертỹçи — Г.Чернова), «Театр тĕнчи» (Патреккел шкулĕ, ертỹçисем — И.Ванюшина, С.Доброхотова), «Туслăх» (Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕк шкулĕ, ертỹçи — О.Казначеева), «Лара-тăра пĕлмен çамрăк ачасем» (В.В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпа шкулĕ, ертỹçи — Н.Абдулкина) тухнă.
«Чи лайăх арçын ача ролĕ» номинаци çĕнтерỹçи — Давид Павлов (Курнавăш), «Чи лайăх хĕр ача ролĕ» — Ангелина Емельянова (Çĕнĕ Пăва), Ксения Цветкова (Курнавăш). «Чăвашла чи лайăх спектакль» номинаци çĕнтерỹçи — «Хавхалану» театр коллективĕ. Артистсене çитĕнỹсем сунатпăр.

