Елчĕкри пасар территорийĕнче вырăнта туса кăларакан продукципе суту-илỹ тумалли площадка тума пуçланă.
Асăннă проекта ĕçе кĕртме пуçăнасси Чăваш Ен Пуçлăхĕн 7,5 миллион тенкĕлĕх грантне выляса илнипе çыхăннă. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый объектри лару-тăрупа паллашнă май, строительсене уйрăмах пахалăх енне тимлĕх уйăрма ыйтнă.
Елчĕк шкулĕнче те тĕп юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне палăртнин 73 процентне пурнăçланă.

