Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Комисси ларăвĕ иртнĕ

Комисси ларăвĕ иртнĕ

Район территорийĕнчи чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ пулса иртнĕ.

Комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый ертсе пынипе иртнĕ лару ĕçне гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен Чăваш Республикинчи Патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Олег Павлов хутшăннă.

Унта 2017 çулта район территорийĕнче гражданла оборона тĕлĕшĕпе, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, 2018 çулхи тĕллевсене палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code