Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялан янра, чăваш сăмахĕ

Ялан янра, чăваш сăмахĕ

Чăваш чĕлхин кунне 1992 çултанпа анлă паллă тăваççĕ. Çак эрнере районти библиотекăсенче, шкулсенче чăваш чĕлхине халалланă уявсем, тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

«Чăваш чĕлхине пире атте-анне парнеленĕ. Унпа эпир мĕн пĕчĕкрен куллен калаçса ÿснĕ. «Анне панă кăкăр сĕтĕнче, хам çуралса ÿснĕ çĕрĕм-шывăм сывлăшĕнче, çĕр çыннин тарĕпе тăварланнă çăкăрта, тăрна куçĕ пек тăрă çăл куçри сиплĕ шывра туятăп эпĕ санăн вăйна-хăватна, илемне, ачаш чĕлхем, тăван чĕлхем!» – тесе çырнă Валем Ахун çыравçă. Чăнах та, епле пархатарлă туртăм вăл тăван чĕлхене сума суни.

Эпир, Яманчÿрелĕнчи культура ĕçченĕсем, çак сумлă уяв ячĕпе «Ялан янра, чăваш сăмахĕ» мероприяти йĕркелерĕмĕр. Унта Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекенсене чĕнтĕмĕр. Чи малтанах хăнасене «Аслă вĕрентекенĕмĕр» электронлă презентаци кăтартрăмăр. Кунтах «Иван Яковлевич Яковлев — чăваш çырулăхне пуçарса яраканĕ», «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» тĕрĕ выставкисемпе те паллашма май пулчĕ.

Чăвашсен паллă просветителĕн кун-çулĕпе паллашнă хыççăн чăваш поэчĕсен сăввисене, Иван Яковлевăн калавĕсене вуларăмăр. Чăваш тумне тăхăннă ачасем халăх вăййисем выляса киленме пултарчĕç.

Юлашкинчен уява пуçтарăннисем хамăр чĕлхе епле пуяннине, чăваш халăхĕ пурăннă чухне унăн чĕлхи ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ пулнине çирĕплетрĕç. Чăваш сăмахĕ кашни кун янратăр – килте те, урамра та, хулара та, ялта та.

Н.ОБОЖГЕЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: уявра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code