Çак кунсенче Мускавра, Тимирязев Центрĕнче, Раççейри «Ылтăн кĕркунне» XXVIII агропромышленность куравĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен делегацийĕн йышĕнче округ пуçлăхĕ Леонард Левый та хутшăннă. «Тухăçлă ỹсĕм технологийĕсем» — куравăн тĕп теми пулнă.
Чăваш Республики вăхăтпа çирĕппĕн тан утать. Тĕп хула площадкинче пирĕн аграрисен чи лайăх проекчĕсем, продукчĕсем — хальхи агротехнологинчен пуçласа хăйне евĕрлĕ фермер продукчĕ таранах — вырăн тупнă. Республика агропромышленность комплексне аталантарас енĕпе малта пыракансем хушшинче яланхи пекех тивĕçлĕ вырăн йышăнать, пирĕн продукцине вара Раççейĕпех пысăка хурса хаклаççĕ.

