Кире пуканĕ йăтакансен Индире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче Борис Глинкин тренерăн вĕренекенĕсем — Алексей Ивановпа Анатолий Узюкин ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.
Иккĕмĕш атлет — Таяпа Энтри ялĕнчен. «Тимĕр вăййинчи» малтанхи çитĕнỹсене «Улăп» ФОКра Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Федоров ертсе пынипе тунă. Халĕ Анатолий Узюкин (сăн ỹкерчĕкре — сылтăмра) округри 9-мĕш тĕнче класлă спорт мастерĕ пулнипе те мăнаçланма тивĕçлĕ эпир.
Саламлатпăр!

