Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Маттур, Лиза!

Маттур, Лиза!

Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн керменĕнче иртнĕ «Раççей Чăваш пики-2024» конкурсра тĕп титулшăн 16 хĕр кĕрешнĕ.

Вĕсем Чăваш Енри тĕрлĕ округран çеç мар, Тутар Республикинчен, Ульяновск, Пенза, Тюмень облаçĕсенчен те. Вăл шутра Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта 11 «к» класра вĕренекен Елизавета Молодова.

Конкурсанткăсене тĕрлĕ тĕрĕслев кĕтнĕ: харпăр хăйĕнпе паллаштарни, пултарулăхпа ăс-тăн тупăшăвĕ, чăваш ĕçме-çимине презентацилени… Çак тата конкурсăн ытти пайĕ витĕр ăнăçлă тухса Лиза «Раççей Чăваш пики-2024» конкурсăн вице мисс ятне çĕнсе илнĕ. Саламлатпăр!

Пĕлме: асăннă конкурса Чăваш наци конгресĕ 2006 çултанпа йĕркелет. Елчĕк округĕн хĕрĕсем — Светлана Мисякова, Ирина Такина, Виктория Локтева унта тĕрлĕ çулсенче призерсен йышне кĕнĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Елизавета ашшĕпе Игорь Геннадьевичпа тата амăшĕпе Алина Валериевнăпа пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code