Пятница, 13 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тыл шанчăклă пулсан — фронт çирĕп

Тыл шанчăклă пулсан — фронт çирĕп

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ: «Кашни ентеш-салтакпа мăнаçланатăп. Вĕсем çĕршыва юратнине çирĕплетсе таса тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ. Эпир, хамăр енчен, СВО паттăрĕсене шанчăклă тылпа тивĕçтеретпĕр: техникăран пуçласа йăлари япаласем таранах. Çар чаçĕсен командованийĕсемпе яланах çыхăнура, салтаксем ыйтакан япаласене хăвăрт тупса ярса пама тăрăшатпăр. Пулăшу аллине тăсакан кашни çынна чун-чĕререн тав тăватăп. Малашне те пĕрлĕхе упрар, çапла пулсан çĕнтерỹ пирĕн енче пулĕ».

2022 çулта Раççей тăнăçлăхне упраса хăварас тĕллевпе Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланни çĕршыв лăпкăлăхне пăсрĕ, арçынсемпе каччăсене çемйисенчен уйăрчĕ. Пирĕн салтаксем кирек хăш тапхăрти вăрçăра та çар тивĕçне шанчăклăн пурнăçласа паттăрлăхпа палăраççĕ. Шăпах пирĕн халĕ, çĕршывăн мирлĕ пурнăçне упраса хăварассинче хăрушлăх тухса тăнă вăхăтра, вăйлă та çирĕп пулмалла, пĕрлĕхлĕхе упраса тăмалла.

Çакна тĕпе хурса Елчĕк округĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи халăх тата уйрăм предпринимательсем мобилизациленнĕ, контракт мелĕпе çар ретне тăнă салтаксене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парас тесе тăрăшаççĕ.

Ял халăхĕ Михаил Дмитриев салтакпа тĕл пулчĕ
«Ача амăшĕ героиня» ята тивĕçнĕ 93 çулхи Зинаида Овчинникова

— Тулли мар мобилизаци пуçлансанах Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнчен — 14, Аслă Пăла Тимеш ялĕнчен 7 çын çар ретне тăчĕç. Каярах вĕсен шучĕ ỹссех пычĕ. Çавна май ялта чи малтан салтаксене пулăшас ыйту тухса тăчĕ. Мĕн пур ял çынни пулăшу аллине тăсма хатĕр тăни, тыл çирĕп те шанчăклă пулсан фронт та çирĕп пуласса ăнланни савăнтарать. Ял халăхĕпе канашласа малтанхи кунранах ырă ĕçе пуçăнтăмăр: 3 кун хушшинче 50 пин тенкĕ укçа, ăшă нускисем пуçтартăмăр. Унтан çар ĕçне хăнăхма Чĕмпĕр тăрăхĕнчи полигона чарăннă хỹтĕлевçĕсемпе çыхăнăва тухса вĕсене мĕн кирлине ыйтса пĕлтĕмĕр. Ялти «Санти» лавккана тытса тăракан Лариса Александрова курттăммăн сутакан склада кайса кашни хỹтĕлевçĕ валли (кĕлетке виçине шута илсе) ăшă тумтир кỹрсе килчĕ. Ятарлă комисси йĕркелесе вара салтак сумки хатĕрлерĕмĕр. Çар тивĕçне пурнăçланă чухне тăхăнмалли 2-шер калпак, 2-шер перчетке, ăшă кĕпе-йĕм, трикосем, тельняшкăсем, тĕве çăмĕнчен çыхнă 5-шер мăшăр нуски, атă ăшне хумалли стелькăсем, хамăр алăпа çыхнă çăм нускисем чикрĕмĕр. Ĕçме-çиме валли ятарлă тепĕр сумка хатĕрлерĕмĕр. Унта 4-шар банка тушенка, банкăллă хатĕр пăтăсем, хăвăрт хатĕрлесе çимелли лапша, кофе, таса шыв, 5-шер пакет салфетка, куллен усă курмалли япаласем, пылак çимĕç, сало хутăмăр. Сергейпе Денис Александровсем, ялти ытти çамрăксемпе пĕрле, япаласене Чĕмпĕре леçсе те килчĕç. Нумай тав сăмахĕ илсе килчĕç вĕсем мобилизациленнĕ çамрăксенчен. Пĕр хỹтĕлевçĕне тумтир тивĕçеймен иккен. Тепĕр куннех Сергей Александров ăна валли тумтир тата ытти кирлĕ япаласем, эмелсем туянса тепĕр хут Чĕмпĕре кайса килчĕ. Çапла пуçланса кайрĕ пирĕн салтаксене пулăшас ĕç, — пуçларĕ сăмахĕсене салтаксене пулăшас ĕçе йĕркелесе пыракансенчен пĕри — ялти ветерансен канашĕн председателĕ Зинаида Портнова. — Вăхăт малаллах шурĕ. Сивĕ кунсем çитрĕç. Ноябрь вĕçĕ çав çул пире хаяр сивĕceмпе тĕpĕcлерĕ. Хамăр çинчен мар, ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене сивĕсенче уйрăмах çăмăл маррине шута илсе пурăнтăмăр. Укçа-тенкĕпе те, ăшă тумпа тата çарта куллен кирлĕ япаласемпе пулăшасси пĕрре те татăлмарĕ, халĕ те малаллах пырать. Унтанпа 4 çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Укçа пуçтарас, кам мĕн чухлĕ панине тетрадь çине палăртса пырас, салтаксене кирлĕ япаласене турттарса килес ĕçе паянхи кун та Лариса Александрова пурнăçласа пырать. Окоп çуртисем ăсталать халăх, ялти культура çуртне пуçтарăнса маскировка сеткисем çыхать…

Александр Ягудин пулăшакансене тав сăмахĕ калать

Çапла пурте кар! тăрса тапхăр-тапхăр гуманитари пулăшăвĕ ăсатсах тăрать Елчĕк халăхĕ Украина çĕрĕ çине. Хамăр тăрăхрисем анчах мар, Мускавра е ытти вырăнта пурăнакан ентешсем те пулăшу аллине тăсаççĕ: ку тăрăхра пулмасан кирлĕ таварсене хăйсем пурăнакан вырăнта туянса илсе килсе параççĕ. Çыхăнăва йĕркелесе пырас ĕçре вара МАКС каналти ял халăхне пĕрлештерекен ушкăн витĕмлĕ вырăн йышăнать. «Ырă кун, хисеплĕ ял-йыш, кĕçех салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ ăсатăпăр… Ырă кун, ял халăхĕ! Ялти хастарсемпе пĕрле маскировка сетки çыхма хутшăнар! Салам пурне те! 2 кун хушшинче 10, 20… маскировка сетки çыхрăмăр. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçлама пулăшнă мĕн пур çынна чĕререн тав тăватпăр. Тавах пĕрле пулнăшăн. Пулăшу ĕçне хастар хутшăнса çĕнтерĕве çывхартар…» — çакăн йышши хыпарсем пĕр чарăнми черетленсе пыраççĕ унта. Кунтах салтаксен ашшĕ-амăшĕ, салтаксем хăйсем тав сăмахĕсене çыраççĕ.

— Пирĕн ачасен нушине ăнланса ял, округ халăхĕ пулăшни пире, ашшĕ-амăшне, уйрăмах савăнтарать, эпир пĕччен маррине туйма май парать. Кашни гуманитари пулăшăвне илмессерен ачасем ял халăхне тав сăмахĕ калаççĕ, япаласемпе пĕрле ют çĕре килти ăшăлăх та пынине хыпарлаççĕ, — тет Светлана Алюнова.

Унăн Виктор ывăлĕ çар ретне мобилизаци йĕркипе тăнă.

Пулăшу ĕçĕнче тĕрлĕ акци йĕркелесе пыни те меллĕ. Сăмахран, «Салтак валли — ăшă» юхăма округри мĕн пур ялтах халăх хастар хутшăнать. Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи халăх та ку сăваплă ĕçрен аякра тăмасть. Кашниех вăй çитнĕ таран пулăшать, килте çыхнă нускисем, перчеткесем, лавккара туяннă çи-пуç… Пурте вырăнлă. «Ача амăшĕ героиня» ята тивĕçнĕ 93 çулхи Зинаида Овчинникова çине-çинех нуски çыхса тăрать. Çавăн пекех Зинаида Портнова, Зоя Тарасова, Раиса Сапожникова, Зинаида Александрова, Антонина Николаева, Ольга Портнова, Антонина Петрова ку ĕçре харсăр.

— Вăрçă вăрçасси çемçе диван çинче ларасси мар. СВОра салтаксем сахал мар нуша кураççĕ. Çумăр çунă вăхăтра блиндажсемпе окопсем шывпа тулни, чылай чухне çийĕнчи тумтирне типĕтме май çукки вĕсен сывлăхне сиен кỹрет. Унсăр пуçне шăши-йĕкехỹре те канăç паманнине пĕлтереççĕ. Чылай чух вара тăшман сирпĕтнĕрен автомашинăсăр та тăрса юлаççĕ. Александр Ягудин автомашини çунса кайнине пĕлтерсен пĕтĕм халăх кар тăрса ентеш валли транспорт хатĕрĕ илме укçа-тенкĕ пуçтартăмăр. Ку ĕçе ялта çуралса ỹссе ытти вырăна саланнă çамрăксем те хастар хутшăнчĕç. Александр ял ушкăнĕ урлă пысăк тав сăмахĕ калани пирĕн, ял-йышăн, чун-чĕрине те ăшăтрĕ, — малалла тăсать сăмахĕсене Зинаида Петровна.

Отпуска килекен салтаксене пулăшасси те йăлара ялта. Вĕсене чи малтанах культура çуртне чĕнсе тĕл пулу йĕркелеççĕ кунта, çарти лару-тăру пирки каласа пама ыйтаççĕ. Çакăн пек черетлĕ тĕл пулура нумаях пулмасть Михаил Дмитриев пулнă. Ял халăхĕ ентешне çул çине 20 пин тенкĕ парса янă.

Тыла пулăшас ĕçе ку кăларăмра пĕр ял тĕслĕхĕпе илсе кăтартрăмăр. Çакăн пек ялсем округра, республикăра, çĕршывра питĕ нумай. Тылпа фронт пĕрле пулсан малашне те вăйлă, çирĕп пулăпăр. Салтаксене пулăшас ĕçе малаллах йĕркелесе пырар.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code