Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Инфекци сарăласран сыхланса изоляцие яраççĕ

Инфекци сарăласран сыхланса изоляцие яраççĕ

Коронавирус тĕлĕшĕнчи лару-тăру çивĕчленсе çитнине кура Раççей Президенчĕ Владимир Путин юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕччен ĕçлемелле мар кунсем тесе пĕлтернĕ. Ковидпа чирлекенсен тата вилекенсен хисепĕ ÿссе пыракан, апла пулин те коллективлă иммунитет çирĕплетес тĕллевпе пурнăçлакан профилактика мероприятийĕсене – прививка тăвассине кирлĕ шайра йĕркелесе çитереймен регионсене ытларикунтанах – октябрĕн 26-мĕшĕнчен çирĕп чару мерисем – локдаун пуçлама ирĕк панă. Çакă республикăри 2 хулапа 5 района пырса тивет. Çав шутра пирĕн районта.

Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшасси, вĕсене хăрушă чиртен çăлса хăварасси Раççей Правительстви шайĕнчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăнине куратпăр. Сывлăхран хакли, паллах, урăх мĕн пултăр! Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ирттерекен оперштаб ларăвĕсемпе ытти канашлусенче те çак ыйту кашни хутĕнче малти вырăна тухать. Пурне те хумхантараканни – районта пурăнакансем хушшинче чирлекенсем анчах мар, вилекенсем те нумайлансах пыраççĕ пулин те, вакцинаци тăвасси çав-çав кирлĕ шайра пулса пыманни. Октябрĕн 26-мĕшĕ тĕлне вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе 5042 çын /планпа палăртнинчен – 43,7 процент, районта пурăнакансен 38,5 процентне/ анчах прививка тунă. Коллективлă иммунитет çирĕплетме вара халăхăн 80 процентне вакцинаци витĕр кăлармалла,теççĕ специалистсем. Çав вăхăтрах районта ОРВИ те анлăн сарăлать.

Шăпах 60 тата унтан аслăрах çулхи çынсем ытларахăшĕ хăрушă чир çаклатма пултарни çине-çинех çирĕпленет пулин те, вĕсем çав-çавах прививка тума васкамаççĕ. Потребитель рынокĕнче ĕçлекенсен хушшинче те вакцинаци витĕр тухнисен йышĕ пĕчĕк пулни шухăшлаттарать. Аслă ÿсĕмри çынсем пирки аса илнĕ май, изоляци вăхăтĕнче вĕсене, прививка туманнисене, пушшех, халăх хушшинче пулма юраманни çинчен асăрхаттарнă. Ку чухне ятарлă службăсем хутшăннипе йĕркелекен рейдсен витĕмлĕхĕ те ÿсет. Хальхи вăхăтра рейд членĕсен йĕркене пăхăнман çынсен тĕлĕшпе çирĕпрех мерăсем йышăнма та ирĕк пур.

Октябрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа районти обществăлла апатлану вырăнĕсенче çынсене йышăнма чарнă. Кафесенче ĕçлекенсем хăйсем вакцинаци туман пулсан апата çынсем патне килĕсене çитерсе пама та ирĕк çук. Лавккасенче клиентсене QR-кодпа йышăнса ĕçлеттермелли йĕркене çирĕп пăхăнса пурнăçласси те, шел пулин те, иртнĕ кунсенче районта тивĕçлĕ шайра марччĕ-ха. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çак ĕçе васкавлăн йĕркене кĕртме ыйтрĕ.

Çак тапхăрта пурнăçшăн чи кирлĕ тытăмсем чăрмавсăр ĕçлеççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев юлашки оперштаб ларăвĕнче обществăлла апатланăвăн хăйсем «ковидран ирĕклĕ» режимпа ĕçлеме пултарнине ĕнентернĕ предприятисене анчах ĕçлеме ирĕк парассине палăртрĕ. Пысăк суту-илÿ центрĕсен вара «канма» тивет. Хăш-пĕр çынсем хăйсене кирлĕ вăхăтра суя е урăх çын сертификачĕсемпе усă курма тăрăшнин тĕслĕхĕсене тупса палăртнăран, спортпа культура учрежденийĕсенче пулнă чухне халĕ пурин те сертификатпа паспорт кăтартмалла. Çав вăхăтрах массăллă мероприятисене хутшăнакансен прививка тутарнине ĕнентерекен справкăсăр пуçне ПЦР-тест та пулмалла.

…Хальхинче çирĕп чару мерисем массăллă информаци хатĕрĕсемпе информаци технологийĕсен тытăмĕсен ĕçне йĕркелесе пыракансене те пырса тиврĕ. Октябрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕ таран кăларăмĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе тăхтав тума хушнине йышăнма тиветех. Çапла майпа «Елчĕк ен» хаçатăн çитес номерне районта пурăнакансем ноябрĕн 12-мĕшĕнче алла илме пултарнине пĕлтеретпĕр.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code