Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăвăрт пуяс тенĕ те…

Хăвăрт пуяс тенĕ те…

Елчĕк районĕн сучĕ 20 килограмм наркотик сутма тăнă ют çĕршыв гражданинĕ тĕлĕшпе приговор палăртнă.

Суд çирĕплетнĕ тăрăх, 31 çулти арçын пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче интернетра пĕр çынпа паллашнă, Раççей регионĕсенче наркотик сутма калаçса татăлнă. Ĕçĕ ансат: ăна пысăк виçепе наркотик параççĕ, вĕсене пĕчĕк хутаçсене тултарса палăртнă вырăнсене хурса тухмалла.

Раштавăн 13-мĕшĕнче Комсомольски округĕнче хайхискере право хуралĕн сотрудникĕсем тытса чарнă. Транспорт хатĕрне тĕрĕсленĕ май полицейскисем машинăра 21,5 килограмм наркотик тупнă. Кунсăр пуçне арçын çав вăхăтра ỹсĕр пулнă. Медицина тĕрĕслевне кайма та килĕшмен.

Суд ют çĕршыв гражданинне 8 çул та 10 кунлăха ирĕксĕр хăварма йышăннă. Айăплав вăхăтне унăн çирĕп режимлă колонире ирттерме тивĕ. Çавăн пекех икĕ çул транспорт хатĕрĕпе çỹреме юрамасть.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code