Чăваш Енре уйрăм çынсем те цифра укçипе тỹлеме пуçланă. Шупашкарта пĕрремĕш тĕслĕх пулнă.
Элĕк округĕнчи Сурановсен нумай ачаллă çемйи ывăл-хĕрĕ валли шкул тумĕ туяннă. Çакă цифра тенкине бюджет çаврăнăшне кĕртессипе йĕркеленĕ пĕрлехи ĕçĕн тăсăмĕ.
Чи малтан ял хуçалăх таварне туса илекенсем цифра тенкипе тỹленĕ. Унтан республикăри пĕр компани бюджета цифра укçи хывнă. Хальхинче вара ахаль çын япала туяннăшăн терминал урлă цифра укçи куçарнă.

