Тăрăмри Егоровсен йăхĕнчен Украинăри ятарлă çар операцине тỹрех иккĕн хутшăнаççĕ. Алексей (ăна «Лютый» тесен лайăх пĕлеççĕ) çинчен хаçатăн пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнчи пĕр номерĕнче çырнăччĕ. Хальхинче унăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕпе — Дмитрий Егоров ефрейторпа паллаштарас терĕмĕр.

Çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне Дима мобилизацин малтанхи тапхăрĕнче тăнă.
— Уйра кĕрхи çĕртме сухи тăваттăмччĕ, — иртнине мала кăларать ял ачи. — Территори пайĕнчен шăнкăравларĕç те Елчĕкри культура çуртне повестка илме каймаллине пĕлтерчĕç. Чĕре кăлт-кăлт! тапатчĕ паллах, çул çỹреве каймастпăр вĕт.
Вăл тапхăр тĕлне çамрăкăн ĕç биографийĕ самаях çырăнма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Шупашкарти механикăпа технологи техникумне пĕтерсен Тула хулинче шалти ĕçсен çарĕнче водитель пулса салтак тивĕçне пурнăçланă. Ун хыççăн Санкт-Петербургри «Контур» строительство компанийĕн йышĕнче, Крымра, Калининградра, Салаватра, Сыктывкарта тата ытти хулара ТЭЦ объекчĕсене çĕкленĕ. Кĕске хушăра 5-мĕш разрядлă монтажник пулса тăнă вăл. Вырма вăхăтĕнче çулсерен ятарласа отпуск илнĕ: «Рассвет» ЯХПКра комбайнера яланах хапăл пулнă. Юлашки 3-4 çулта пуçĕпех хуçалăх ĕçне кỹлĕннĕ…
Ульяновск облаçĕнче икĕ уйăх хатĕрленĕ вĕсене. Малаллахи çул — Запорожьене. «Курнавăш шкулĕнче водительпе тракторист прависене илни çул кăтартса пырать мана: пĕр çуллăх службăра та, халĕ те автомашинăпа çỹретĕп», — тулли кăмăлпа пĕлтерет салтак.
— Дима, пачах ют территори мĕнле кĕтсе илчĕ сире? Ăшă пỹрт хатĕрлесе хуманах.
— О-ой! Хăш-пĕр чухне аса та илес килмест… Передовойне çитиччен 30-35 çухрăмра эпир. Посадкăра. Пĕрремĕш каçхине çывăрмалли михĕсенче çĕр каçрăмăр. Ĕнтĕркенĕ хамăр. Кунĕн-çĕрĕн унта-кунта пенĕ сасăсем илтĕнеççĕ. «Ăçта лекрĕмĕр эпир?» — текен ыйту пĕр хутчен мар канăç паман пире. Хăрушăччĕ малтан, чĕтреттеретчĕ те. Иккĕмĕш кунхине окоп евĕр чавса çĕр пỹрт тума приказ пачĕç. Мачча вырăнне ал айне мĕн лекет — çавна хуратпăр. Акаци турачĕ те мая килетчĕ. Вăл вара пирĕн енчи мар, çав тери йĕплĕ. 3-4 сантиметр таранччен йĕпписем. Сусăрланасси те пулатчĕ вĕсемпе.
— Халĕ условисем еплерех?
— Комфорт (кулать). Хамăр ăсталанă блиндаж. Урайĕнче линолеум. Телевизор, кĕпе çумалли машина пур. Стенасем çинче Раççей тата Чăваш ялавĕсем, иконăсем, талисмансем, çырусем. Çĕр пỹртрен тỹрех мунчана куçма пулать.
— Майсăр ыйтушăн каçар та, шăшисемпе мĕнле кĕрешетĕр?
— Иртнĕ çул уйрăмах йышлăччĕ вĕсем. Ыйха путатăн та, шăши пỹрнене кăшлама пуçланипе вăранса каятăн. Çỹçентерет вара. Пĕррехинче блиндажа йĕри-тавра строительство пенипе сапса тухрăмăр. Ак, хайхи, шăшисем вĕлле хурчĕсем пек сырса илчĕç те кăшласа пĕтерчĕç… Кушаксем тетĕн-ха. Вĕсем ывăнса е йăлăхса çитрĕç пулĕ ĕнтĕ, халĕ пĕрлех апат çиеççĕ.
— Дмитрий Валерьевич, çарти ĕç-пуç пирки тỹрремĕн чарăнса тăрар-ха. Санăн тĕп тивĕç мĕнпе çыхăннă?
— Пирĕн — управлени роти. Кашни взводăн тата отделенин хăйĕн ĕç направленийĕ. Малтан эпĕ командăпа штаб машинин водителĕ пулнă. Тепĕр майлă каласан, урапа çинчи радиостанцине çỹретнĕ. Манпа пĕрле тата виççĕн. Пирĕн полка вĕçĕмсĕр çыхăнупа тивĕçтерес пулать. Техника унччен уçă вырăнта пулнă тăк, халĕ ăна компанирта (çĕр айĕнче) тытатпăр.
Мана халĕ «ГАЗель» автомобиль çине куçарнă — тивĕçтерỹ взводĕнче. Унпа ялан рейсра: шыв, апат-çимĕç, строительство материалĕсем, çар хатĕрĕсем турттаратăп. Крыма, Ростова, Кубань çинчи Славянкăна та çитсе килнĕ. Хăш-пĕр чухне талăкĕпе руль умĕнче, мĕншĕн тесен тиеве палăртнă вырăна вăхăтлă илсе çитермелле.
— СВОра пурнăçпа çыхăннă чи хăрушă самант?
— Калас килмест.
— Тỹррĕн ыйтам-ха: каялла каяс килет-и?
— Кун пек шухăш пулма та пултараймасть. Ентешсемпе икĕ çул ытла пĕрле вĕт. Пĕр чашăкран çиетпĕр тесен те йăнăш мар, пĕр çемьери евĕр туслă пурăнатпăр эпир.
— «Ентешсем» терĕн те, камсем пирки калатăн эс?
— Чăвашсем пирки. Пурте чăвашсем пирĕн ротăра. Республикăри округсен пысăк пайĕнчен вĕсем. Акă, Куславккаран 13-н, Патăрьелпе Йĕпреçрен — 4-шарăн, Комсомольскинчен — 3-н. Хамăр тăрăхран кăна пиллĕкĕн эпир: Тăрăмран манпа пĕрле Гаврилов Толик, Елчĕкрен Мальцев Антон, Мамлин Виталий тата Гаврилов Данил. Пирĕнпе Шупашкар, Канаш хулисенчисем те чăвашла калаçма вĕренсе пыраççĕ. Рота командирĕ те «хамăрăнах».
…»Штопр» (Димăн позывнойĕ) Юрий Кузнецовпа Николай Муллин волонтерсен гуманитари конвойĕ вĕсем патне пĕр хутчен мар çитнине те кăмăлтан палăртрĕ. Елчĕкри Сергей Краснов уйрăм пайтаçă та кĕтнĕ çын иккен. Василий, Силуан, Олег аттесем вĕсем патĕнче тĕрлĕ тапхăрта пулса кĕлĕсем ирттерни те ырă пулăм.
…IV степень Çветтуй Георгий орденĕн, «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медаль кавалерĕн амăшĕ, Ирина Валерьяновна, Елчĕкри почтамтра операторта тăрăшать. Çавна май вуншар хаçат тухать ун алли витĕр. Вăл вара вĕсенче ырă хыпарсене кăна шырать. Димăн мăшăрĕ — Диана — Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Тăрăмри культура çурчĕн культорганизаторĕ. Хăйĕн ĕçĕнче ытларах патриотла мероприятисене такăр çул парас тĕлĕшпе тимлет.
Хỹтĕлевçĕне вара «Рассвет» хуçалăхăн анлă уйĕсем кĕтеççĕ. Комбайн штурвалĕсĕр тунсăхланине пытармасть Дима…
Николай МАЛЫШКИН.
Тăрăм ялĕ.

