Понедельник, 12 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ене» куç пек кĕтеççĕ

«Елчĕк ене» куç пек кĕтеççĕ

Тăван округ хаçатне «Елчĕк ене» кăмăлласах çырăннине, ăна кашни эрнере куç пек кĕтнине хыпарлаççĕ Таяпа Энтри ялĕнчи Елена Петровăпа Валерий Шадриков.

— Хаçата çулсеренех пĕр сиктерми çырăнатпăр. Округ, республика хыпарĕсемпе туллин паллашса пыма май парать çакă. Уйрăмах ветерансем пирки çырнине вулама кăмăллатăп. Вăл мана общество ĕçĕнче те пулăшать. Тĕрлĕ мероприяти йĕркелесен те çакăн пирки пĕлтерме редакцине васкатăп — аслă ăру çыннисем «Елчĕк енре» хăйсен ĕçĕ пирки вуласа, хăйсене курса савăнччăр тетĕп, — пĕлтерет округри ветерансен канашĕн председателĕ Елена Петровна. — Çав вăхăтрах педагогсемпе шкул ачисен пурнăçĕ, çитĕнĕвĕ пирки çырнă статьясене чун-чĕререн шĕкĕлчетĕп.

— Тем пирки те вуласа пĕлме пулать округ хаçатĕнче: культура, патриотизм, вĕренỹ, спорт хыпарĕсем, саккунсене ăнлантарни чуна çывăх. Кашни кăларăмăн страницине тимлĕ тишкерсе пымалла анчах. Хаçатра ял хуçалăх ĕçченĕсем пирки çырнине тĕплĕн йĕрлесе, вуласа тухатăп. Журналистсемпе ялкорсем пурнăçри пулăмсене, ыйтусене уççăн, чуна пырса тивмелле хускатни килĕшет, — тет кăмăллăн Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн округри уйрăмĕн ертỹçи Валерий Шадриков.

Хаклă туссем! 2027 çулхи пĕрремĕш çур çулта та пĕрле пулар! «Елчĕк ен» хаçата çырăнма васкăр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code