Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирвайхи утăмсем ăнăçлă

Пирвайхи утăмсем ăнăçлă

Чăваш Енре çамрăксене малашлăхра хăйсен ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пыма хавхалантарас тĕллевпе «Молодежка. Старт» вĕренỹ программи вăй илнĕ. Ăна иккĕмĕш çул «Манăн бизнес» центрта 14-25 çулсенчи çамрăксем валли ирттереççĕ.

Ĕçе пикенекен предпринимательсене ăнăçлă ĕçлесе каймалли майсене «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕн шайĕнче йĕркелеççĕ. «Кăçал грант фончĕн калăпăшĕ 15 миллион тенкĕ таран ỹснĕ. Апла пулин те, ытларах çамрăк предприниматель хăйĕн бизнес-планне пурнăçлама тавăрса памалла мар майпа укçа-тенкĕ илме пултарать. Çавăн пекех заявкăсен йышĕ те палăрмаллах ỹснĕ. Кăçал 118 çамрăк предприниматель ĕçне хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен 67-шĕ вĕренсе пĕлỹ илĕ», — тенĕ ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.

Уйрăм предприниматель е юридика сăпачĕн статусне илмен, анчах предприниматель пулма ĕмĕтленекен çамрăксем те вĕренме пултараççĕ. Гранта ĕçлекен предпринимательсем е Чăваш Республикин территорийĕнче регистрациленнĕ, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен реестрне кĕртнĕ организацисен йĕркелỹçисем çеç тивĕçме пултараççĕ.

Акселераци программин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çамрăк предпринимательсене сертификат параççĕ. Çакăн хыççăн кашнийĕ хăйĕн проекчĕпе паллаштарать. Комисси вĕсене тĕрлĕ виçепе хак парать.

Грант илекен конкурс çĕнтерỹçисем тавăрса памалла мар субсидипе 2024 çул вĕçĕччен усă курма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code