Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сиплев учрежденийĕсем çĕнелеççĕ

Сиплев учрежденийĕсем çĕнелеççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мартăн 15-мĕшĕнче Республикăри ача-пăча клиника больницин тĕпрен юсанă хыççăн уçăлнă поликлиникинче пулнă. Ĕçлĕ çул çÿреве çавăн пекех Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Малов тата Николай Николаев хутшăннă, больницăн тĕп тухтăрĕ Анатолий Павлов вĕсене çĕнелнĕ тата хăтлăланнă сиплев çурчĕпе паллаштарнă. Ертÿçĕсем ĕç коллективĕпе тата пациентсемпе те курнăçнă.

Палăртма кăмăллă: пĕлтĕр авăн уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн резерв фондĕнчен консультативлă поликлиникăна тĕпрен юсамашкăн 26,5 миллион тенкĕ уйăрнă. 1985 çулта çĕкленнĕ виçĕ хутлă кирпĕч çуртри пÿлĕмсемпе коридорсене çав укçа-тенкĕпе пуçласа çĕнĕ сăн кĕртнĕ, пĕчĕк пациентсен тата ашшĕ-амăшĕн кăмăлне каймалла майлаштарнă: стенасене хитре ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ, холсене меллĕ сĕтел-пуканпа пуянлатнă. Хевтесĕр пĕчĕк пациентсемшĕн «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» тытăмне те упраса хăварнă.

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:
«Медицина кашнин валли» — çитес 3 çула палăртакан проект, вăл пациентсене лайăх пахалăхлă тата усă курма меллĕ медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерме май парать».

/Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыруран/.

Çуртăн çивиттине çирĕплетнĕрен, алăк-чÿречесене улăштарнăран тата ытти ĕçсене пурнăçланăран больницăра уйрăмах çутă та хăтлă. Ача-пăча клиникин тĕп тухтăрĕ Анатолий Павлов хыпарланă тăрăх, кăнтăрла тата талăкĕпех ĕçлекен стационарсенче çулсерен 12 пин çамрăк пациент сипленет, амбулаторипе поликлиника уйрăмĕ 60 пин ачана йышăнать. Специалистсем 10 пин ытла операци тата манипуляци, çĕр-çĕр тĕпчев, тĕрлĕ процедура ирттереççĕ.

— Юлашки 5 çулта РФ Президенчĕ резерв фондĕнчен Чăваш Ене 110 миллион тенкĕ ытла уйăрса панă. Укçа-тенке сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ, социаллă тытăмсен учрежденийĕсене тĕпрен юсама, Республикăри ача-пăча библиотекин кĕнеке фондне пуянлатма янă, — палăртнă Михаил Игнатьев. — Сывлăх сыхлавне аталантармашкăн кăçал 18 миллиард тенке яхăн /ЧР Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн нухрачĕпе пĕрле/ тăкакламалла. Пирĕн тĕп тĕллев — çынсен медицинăна шанаслăхне ÿстересси. Тивĕçе чĕре хушнă пек таса та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, ачасем сывă та çирĕп çитĕнччĕр тесе ырми-канми тăрăшнăшăн сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене тав тăватăп.

Юлашки 3 çулта ача-пăча клиника больницин пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетмешкĕн 50 миллион тенке яхăн уйăрнă.

— Пире çавăн пекех реанимаци уйрăмне тĕпрен юсама тата оборудованипе пуянлатма /çакăн хыççăн вăл федерацин Атăлçи округĕнчи чи чапли пулса тăчĕ/ халĕччен пулман виçепе — 115 миллион тенкĕ — нухрат уйăрса параççĕ, — пĕлтернĕ Анатолий Павлов.

Владимир Викторов министр РФ Президенчĕн резерв фончĕн укçи-тенкипе маларах Хулари ача-пăчан 2-мĕш больницин инфекци стационарне çĕнетсе улăштарнине аса илтерчĕ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ ача-пăча поликлиникисене çĕнетсе улăштарас енĕпе тунă пуçарăва Чăваш Енре тивĕçлипе хаклаççĕ. Вĕсене юсама тата пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен пуянлатма кăçал 117 миллион тенкĕ хушма укçа уйăраççĕ. 2018 çулта вара Хулари ача-пăчан 2-мĕш больницин инфекци стационарне анлăлатаççĕ.

Медицина ĕçченĕсемпе тĕл пулнă хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ.

— Медицина персоналне тухăçлă ĕçлеттермешкĕн, çамрăк пациентсемпе ашшĕ-амăшне тухтăр йышăнăвне кĕтсе илмешкĕн чăннипех чаплă услови туса панă. Выляв лапамĕсем, ятарлă пÿлĕмсем йĕркеленĕ. Чи пĕлтерĕшли — медицинăн пахалăхлă пулăшăвне тивĕçтермешкĕн, чире аталанăвĕн пуçламăш тапхăрĕнче уçăмлатмашкăн, тĕрĕс диагноз лартмашкăн тата сиплев мелне палăртмашкăн май çителĕклех. Хамăр хутлăхри сывлăх учрежденийĕсене çĕршыв ертÿлĕхĕн витĕмĕпе малашне те çĕнетсе улăштарса тăмашкăн хевте çитересси иккĕлентермест, — тенĕ Михаил Игнатьев.

Кĕске справка
Республикăри ача-пăча клиника больници çамрăк пациентсене ятарлă, çав шутра пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен виççĕмĕш шайри учреждени шутлантать. Унăн консультативлă поликлиники сменăра 150 çынна йышăнма пултарать. Специализациленĕ 13 уйрăмра 413 койка-вырăн пур. Больница никĕсĕ çинче талăкĕпех ĕçлекен травмпункт йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code