Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрлăх нихăçан та манăçмĕ

Паттăрлăх нихăçан та манăçмĕ

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн Тăван çĕршывăмăр çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. Çавăн пекех ун енне Итали, Румыни, Финлянди, Венгри те хутшăннă.

Çак кунах кăнтăрла 12 сехетре ют çĕршыв ĕçĕсен наркомĕ В.Молотов совет халăхне пысăк хăрушлăх сиксе тухнине радиопа пĕлтернĕ. Пĕтĕм çын фашистсене хирĕç кĕрешме тухнă. Чăннипех паттăрлăх кăтартнă вĕсем. Сахал мар çухатусем пулнă (историксем палăртнă тăрăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 20-27 миллион совет халăхĕ пуçне хунă), паттăрсем мухтава чăннипех тивĕç.

Фронтсенче 7 миллион ытла салтакпа офицера орденсемпе, медальсемпе наградăланă, 11600 ытла çынна Совет Союзĕн Геройĕ хисеплĕ ята панă, вĕсенчен 115-шĕ çак чыса икĕ хут тивĕçнĕ, Г.Жуков 4 хутчен, И.Кожедуб, А.Покрышкин вара виçĕ хутчен. Пирĕн районта çуралса ỹснĕ, çитĕннĕ 3 çын та — С.Андреев, А.Беляев, Н.Иванов Тăван çĕршывăн чăн-чăн паттăрĕсем пулса тăнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсен 607 дивизине, çав шутра вĕсен союзникĕсен 176 дивизине аркатнă. Çавăн пекех агрессорсем çар техникине, хĕç-пăшалăн 75 процентне çухатнă.

Тылра ĕçлекенсем те, партизансем те пысăк чыса тивĕçнĕ. Тылра вăй хунă 204 пин çынна орденсемпе, медальсемпе чысланă. 201 çын вара Социализмла Ĕç Геройĕ пулса тăнă. 16 миллион ытла çын «Тăван çĕршывшăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медале илнĕ.

200 пине яхăн партизанпа подпольщика орденсемпе медальсем парса чысланă, вĕсенчен 233-шĕ чи пысăк наградăна — Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ.

Шел, вăхăт иртсе пынă май, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем юлманпа пĕрех. Çапах та вĕсен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code