Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтак ятне çÿлте тытать

Салтак ятне çÿлте тытать

Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пирĕн ентешсем хăюлăхпа паттăрлăх кăтартни, служба тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçлани çинчен вĕсен ашшĕ-амăшĕн ячĕпе командирсенчен килекен Тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ.

Иртнĕ кунсенче Херсон облаçĕнчи 29657 номерлĕ çар чаçĕн командирĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев патне ыйтупа тухнă. Унта вăл пирĕн округри Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралса ÿснĕ Павел Кузьмин ефрейтора çапăçусенчи паллă ĕçсемшĕн наградăлама ыйтнă. Тунтикунхи канашлура округ ертÿçи Леонард Левый Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне паттăрăн ашшĕне – Валерий Васильевича панă.

П.Кузьмин çĕршыв хÿтĕлевçин ретне мобилизаци йĕркипе 2022 çулхи юпа уйăхĕнче тăнă. Ялĕнчен пĕчченех. Хусанта пĕр уйăх çурă хатĕрленĕ хыççăн тÿрех хĕрÿ вырăна ăсатнă салтака. Ашшĕнчен ун çинчен çарти пурнăçĕ пирки ыйтрăм та, хуравĕ çапла пулчĕ:
– Каласа паман пире, «юрамасть», – тет.

Паллах, çарпа çыхăннă информацие вăрттăнлăхра тытма пĕлни те хăйне кура лайăх палăрăм. Кĕскен вара çакна калама пулать: Павел артиллери подразделенийĕнчи аслă кодировщик. Унпа пĕрле Тутарстан чăвашĕсем пурри паллă. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн ăна IV степень Георгий хĕресĕпе, «СВО участникне», «Çарти туслăха çирĕплетнĕшĕн» медальсемпе наградăланă.

Павел Дзидра Николаевнăпа Валерий Васильевич Кузьминсен пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ. Вăл 1998 çулта çут тĕнчене килнĕ. Тăрмăшри пуçламăш, Елчĕкри вăтам шкулсене, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕ. Шкул çулĕсенче вăл ăмăртусене, «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене хастар хутшăннă, ГТО значкисчĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен куçнă ырă кăмăллăх, тăрăшулăх, сăпайлăх унра пĕчĕкрен йĕркеленнĕ. Шкул çулĕсенче çынлăхри хаклăхсене вара çирĕплетнĕ кăна.
– Эпĕ Павел вĕреннĕ класа 1-2 çул çеç ертсе пынă, – аса илет Алина Кондратьева педагог. – Çапах та ун çинчен лайăххине кăна калама пултаратăп: активлă, кăмăлĕпе уçă, «3» паллăсем пулман унăн.
Аслă шкулта вĕреннĕ тапхăрта ăна студентсен отрячĕсен юхăмне аталантарассинче пысăк тÿпе хывнăшăн академи ректорĕн Тав çырăвĕпе чысланă. 2017 çулта Краснодарта 171-мĕш номерлĕ «Алые паруса» ача сачĕ-центрта шĕвĕрккесем хушшинче патриотла ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн унти район администрацийĕн Тавне тивĕçнĕ.

Академин экономист дипломне алла илсен çамрăка шăпа каллех Краснодара илсе çитерет. Хальхинче – çар службине. Кунта вĕренÿре пулнă хыççăн салтакăн ытти тапхăрне Павел Калининградри пĕр çар чаçĕнче ирттерет.

Сроклă çар службине тăрасси, кайран ятарлă çар операцине каясси пирки, ашшĕ каланă тăрăх, ывăлĕн нимĕнле хирĕçле шухăш та пулман. Валерий Васильевич хăй икĕ çул çĕршыва хÿтĕлени те ывăлĕшĕн ырă тĕслĕх вырăнне пулнă, паллах. Вăл Мускав облаçĕнчи Реутово хулинчи Дзержинский дивизийĕнче çур çуллăх вĕренÿ курсĕнче пулнă хыççăн Иркутскра шалти ĕçсен çарĕнче службăра тăнă.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи – Павел Кузьмин ефрейтор салтак ятне малашне те çÿлте тытасса çирĕп шанса тăратпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code