Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăвашсем çинчен тĕнчипе пĕлтернĕ

Чăвашсем çинчен тĕнчипе пĕлтернĕ

Андриян Николаев космонавт летчик, авиацин генерал-майорĕ пирки паянхи сăмахăм. 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕ чăваш тĕнчине мăнаçланмалли хыпарпа тĕлĕнтернĕ: тĕнче уçлăхне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ Андриян Григорьевич Николаев çĕкленнĕ. Ентеш космонавтика историйĕнче çĕр-планетăмăр çинчи çынсенчен чи малтан вăрах – виçĕ талăк ытларах – вĕçевре пулнă, икĕ космос карапĕн пĕрлехи вĕçевне хутшăннă, телекăларăм сеансне йĕркеленĕ. КПСС Чăваш обкомĕ республикăшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа мăнаçланса Никита Хрущев патне телеграмма янă: космосри пысăк çитĕнÿпе саламланă. Халăх депутачĕсен Шупашкар хула Канашĕн ĕçтăвкомĕн 1962 çулхи августăн 13-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе хулари ача-пăча паркне тата унчченхи Энтузиастсен урамне космонавт ятне панă. Август вĕçĕнче КПСС Чăваш обкомĕ чăвашла «Космос паттăрĕсене мухтав» кĕнеке кăларма палăртнă. Вăл – Андриян Николаевпа Павел Поповичăн пĕрлехи вĕçевĕпе çыхăннă статьясемпе сăн ÿкерчĕксен тата документсен пуххи. 1962 çулхи августăн 29-мĕшĕнче чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине пĕрремĕш çырса хунă. 1970 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Андриян Николаев тĕнче уçлăхне иккĕмĕш хут Виталий Севастьяновпа пĕрле тухнă, 19 талăк вĕçнĕ.

СССР космонавт летчикĕ, ентешĕмĕр, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев тата унăн амăшĕ – Анна Алексеевна – пĕр кунта – сентябрĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Тĕнче уçлăхĕн паттăрĕ çуралнăранпа кăçал 95 çул çитет. Андриян шкул пĕтериччен «Григорьев» хушаматпа – ашшĕн ячĕпе – çÿренĕ. Григорий Николаев ?1898-1944/ вара районта пĕрремĕш чăмăртаннă пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн конюхĕ пулнă. Космонавт амăшĕ сĕт-çу ферминче дояркăра ĕçленĕ. Вĕсем 1922 çулта пĕрлешнĕ, ĕмĕрне икĕ чÿречеллĕ пысăках мар пÿртре пурăнса ирттернĕ. Николаевсен тăватă ача пулнă: Андриян, унăн аслă пиччĕшĕ – Иван, шăллĕ – Петр тата йăмăкĕ – Зина. Амăшĕ аса илнĕ тăрăх, Андриян вырма вăхăтĕнче хирте çуралнă. Ашшĕ, юнашарти уйра пилĕк аваканскер, пĕчĕк ача сассине илтсен мăшăрĕ патне васканă. Иккĕмĕш ачи те ывăл пулнишĕн калама çук хĕпĕртенĕ теççĕ. Лаша кÿлсе, çĕнĕ «кайăклă» арăмне лартса килне васканă, каçхине хăна-вĕрле пуçтарнă.

Андриян Николаев Валентина Терешкова космонавтпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Мăшăрăн пĕр хĕр – Елена ÿссе çитĕннĕ.

Андриян Николаев чăваш халăхĕ пуррине тĕнчипе пĕлтернĕ. Чăваш халăхĕ хăйĕн хисеплĕ ывăлне нихăçан та асран кăлармĕ.

Людмила ЕНЕДЕРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code