Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мăн асанне — «вăрçă ачи»

Мăн асанне — «вăрçă ачи»

Манăн мăн асанне Раиса Германовна Федорова 1936 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче Герман Николаевич Николаев хресчен çемйинче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра вăл пилĕк çулта пулнă. Мăн асанне мĕн çуралнăранпах хăйĕн тăван ялĕнчех пурăнать. Раиса Германовна вăрçă пуçламăшĕнчи тапхăра амăшĕ (Серафима) каласа панă тăрăх çеç пĕлет. Вăрçă пуçлансанах патвар арçынсене салтака илсе кайма пуçланă. Ĕç алли тата вăйĕ çитменрен пурнăç япăхлансах пынă. Мĕн пур ĕç хĕрарăмсемпе ачасем, ватă çынсем çине тиеннĕ. Салтак ачисем ял урамĕсем тăрăх ĕлĕкхи рекрутсен чуна тивекен хурлăхлă юррисене шăрантарса, хĕрсем парнеленĕ тутăр çыххисене вĕлкĕштерсе çỹренĕ. Кашни салтак ачи валли тăван амăшĕ ятарласа çăкăр пĕçернĕ, ывăлне вара инçе çула тухса каяс умĕн çапла пехилленĕ: «Çак çăкăр сăмси сана çичĕ ту, çичĕ юханшыв, çичĕ уй-хир урлă тăван киле каялла çавăрса çитертĕр». Вăрçа каякансене ăсатма пĕтĕм ял-йыш укăлча хапхин тулаш енне пухăннă. Ыттисем те пулас салтака пехил панă, асăрханма-упранма сĕннĕ, килне чĕрĕ те сывă таврăнма ыйтнă.

Раиса Федорова иртнĕ вăхăтсене çапларах аса илет: «1942 çулта пирĕн аттен те вăрçа кайма ячĕ тухрĕ. Вăл вăхăтра хăрани паянхи кун та манăçмасть. Ачасене каçхине урама тухма ирĕк памастчĕç. Ял çыннисем фашист кунта та çитесрен асăрханса ял çывăхĕнче окопсем чавма пуçларĕç. Ĕлĕк ялти çуртсенче керосин лампипе çеç усă курнă пулсан та, тăшман самолечĕсем вĕçсе килсе ял çине бомба пăрахасран хăраттăмăр — каç пулсан чỹречесене хулăн пирпе караттăмăрччĕ. Пирĕн ялта çичĕ çул вĕренмелли шкул пулнă. Вăрçă умĕн эпĕ ача садне çỹренĕ. Мана ултă çула çитсенех пĕрремĕш класа ячĕç. Шкулта тăрăшса вĕрентĕм. Çуллахи каникул вăхăтĕнче эпир вĕрентекенсемпе пĕрле хирти анасене çум курăкран тасататтăмăрччĕ. Аннесем ыйтнипе çулла ачасемпе кĕтỹ çỹренĕ вырăнсенче, урамсенче ĕнесен хĕвелпе типнĕ каяшĕсене пуçтарса çỹреттĕмĕрччĕ. Кайран çав «пашалусене» тислĕкпе хутăштарса тата шыв сапса çара урапа таптаттăмăр, ашаттăмăр. Арçын ачасем çак хутăша ятарлă савăтсем çине тултаратчĕç, вĕсене хĕвел çинче типĕтетчĕç. «Кирпĕч» теттĕмĕр эпир вĕсене. Хĕлле вара ăна кăмакара çунтарса пỹртсене ăшăтаттăмăр. Çурла уйăхĕнче шкулти классен пỹлĕмĕсене вĕренỹ пуçламăшĕ тĕлне хатĕрлеттĕмĕрччĕ. Кашни кĕркунне, тыр-пула пуçтарса пĕтернĕ хыççăн, хирте выртса юлнă пучахсене шырама тухнă. Пучахĕсене пир хутаçсем çине пуçтарса шĕкĕлченĕ, пĕрчисене колхоза кайса леçнĕ. Юр çăвас умĕн çав хирсенчех киле валли тепĕр хут пучах шыраса çỹреттĕмĕр. Асанне пĕрчисене алă арманĕпе авăртса унран кĕрпе-çăнăх хатĕрлени асра. Кĕркунне те, çуркунне те колхозăн ани çинче «пытанса» юлнă çĕрулмисене пуçтараттăмăрччĕ, ăна «крахмал» е «мезга» тесе калатчĕç. Эпир ăна шывпа çуса типĕтеттĕмĕр, йывăç килĕре крахмал пуличчен тĕветтĕмĕр. Крахмалне анне çăнăхпа хутăштарса усă куратчĕ. Пашалу е çăкăр пĕçерсе çитеретчĕ. Сахăр-канихвет çуртра пулманпа пĕрех.

Килти йывăр ĕçсене Иван тетепе Нина аппа пурнăçлатчĕç. Колхоз хирĕнче ĕçленĕ чухне те, килте те кашни ачана уйрăм пай уйăрса паман. Вăйлисем халсăртараххисене пулăшнă. Ирхине хире тухса каяс умĕн пĕр-ик чĕлĕ çăкăр çеç чиксе тухнă. Лаша урапи çинче пичĕкепе çăл шывне илсе пыратчĕç. Çăкăр çисе шыв ĕçнипех кунĕ-кунĕпе ĕçленĕ. Ĕç вĕçленсен хиртен яла пурте пĕрле таврăннă. Яла таврăннă чухне пире, пĕчĕк хĕр упраçсене, лаша урапи çине лартса анатчĕç. Каччăсем хĕрсен янра юррисене итлесе пыратчĕç.

Аннесем иртен пуçласа каçчен канмалли кунсемсĕр ĕçленĕ. Чылай çемьесенче укçа пулман, çавăнпа ĕнтĕ выçă вилес мар тесе пĕчĕккисем килте те вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Урана тăхăнма çăпата кашнинех тивĕçмен.

Эпир Нинăпа çуркуннерен пуçласа пĕрремĕш юр çăвичченех çара уран çỹренĕ. Çумăрлă вăхăтра е хĕл умĕн тете пире валли çăпата тĕпне пăтасем çапса «кукăр тупан» (йывăçран тунă икĕ татăк хăма) çапса паратчĕ: пĕрне — ура тупанне, тепĕрне — ура лаппине. Хĕлле çăпатасене сурăх çăмĕнчен çыхнă нуски çине сыраттăмăрччĕ. Шатăртатса тăракан хĕл сиввисенче ăшă тумтир тата пушмак çукран чылай ача шкула çỹреймен. Хăшĕсем вара урисене çăмран çыхнă ăшă тутăрсем чĕркесе те çỹренĕ, уроксем вăхăтĕнче вĕсем урисене çĕклесе-хуçлатса тутăр айĕнче ăшăтса ларатчĕç. Сивĕ çанталăксенче класра чернил шăнса ларни пĕрре анчах мар пулнă. Вăл шăнасран кĕленче савăта алăран яман. Хăш чухне çăвартан тухакан сывлăшпа та вĕрсе ăшăтнă ăна. Пирĕн учительница пĕр харăс виçĕ класс ачисемпе урок ирттеретчĕ. Вăл шкула хăйĕн кăкăр ачине те илсе пыратчĕ. Урок вăхăтĕнче ачине е чĕркуççи çинче лартатчĕ, е аллине тытатчĕ. Тепĕр чух кăкăрĕ çумне ăшă тутăрпа çыхса та хуратчĕ. Хĕлле кăкăрĕ умĕнче кĕрĕк ăшĕнче çывăрттаратчĕ. Çиме вăхăт çитсен кăмака хыçне кĕрсе ĕмĕртетчĕ.

Ялти колхоз лашасене вăрçа илсе кайса пĕтерчĕç. Асаттен лаши пурччĕ, çавăнпа пире çăмăлтарахчĕ. Ялта эвакуациленнĕ çынсем пурăнатчĕç. Çавсемпе ял хĕрарамĕсем лаша вырăнне хăмăт тăхăнса, сухапуç тытса çĕре сухалатчĕç.

Килте шăрпăк та çукчĕ. Кам кăмакинчен тĕтĕм тухнă, çавсем патне ялкăш кăмрăк илме чупнă, килти кăмакана хутса янă. Кăмакана шартлама сивĕре çеç вĕри хутатчĕç. Пирĕн кăмака пысăкчĕ, виçĕ ачана çывăрма вырăн çитетчĕ ун çинче. Кăмакапа пỹрт пĕренисем хушшине сентĕре тунăччĕ, аслисем ун çинче çĕр каçнă. Простынь мĕн иккенне пĕлмен эпир. Ялта ачасем час-час чирлетчĕç. Эмел пулман. Çавăнпа чирлисене сиплĕ курăк-çырла вĕретсе ĕçтернĕ. Чылай çемьере ача чирлесен хутман вăхăтсенче ăна кăмака ăшне вырттарса сипленĕ.

«…..»

Ярослав ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code