Раççей Цифра министерстви çĕршыври социаллă пĕлтерĕшлĕ сервиссемпе сайтсен списокне хатĕрленĕ.
Çапла вара Мегафон, Билайн тата МТС интернет ĕçне чарсан та пирĕн республикăра патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕпе, Яндекс сервисĕсемпе, Контактра сервисĕсемпе тата Вайлдберриз маркетплейспа усă курма пулĕ. Унсăр пуçне МАХ мессенджер туллин ĕçлет, унта шăнкăравлама та май пур.
Асăннă ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ оперативлă штаб ларăвĕнче хускатнăччĕ. Ăна çийĕнчех татса памашкăн цифра министрĕ Михаил Степанов сотовăй компанисенче ĕçлекенсемпе тĕл пулу ирттернĕччĕ.

