Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Янăрарĕ хут купăс сасси

Янăрарĕ хут купăс сасси

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану çуртĕнче Олег Николаевич Мустаева асăнса регионсен хушшинчи купăсçăсен «Янра, хут купăс» фестивалĕ иртрĕ. Пурĕ 140 çынна пуçтарчĕ вăл.

Елчĕк округĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ỹснĕ, Чĕмпĕр облаçĕнче ĕçлесе пурăннă, пĕтĕм чăваш тĕнчипе паллă, чăваш чĕлхине, культурине, йăла-йĕркисене упраса аталантарассишĕн чунне парса ĕçленĕ О.Н.Мустаева хисеплесе Пенза, Пермь, Челябинск, Чĕмпĕр, Пăва (Тутарстан), Санкт-Петербургран чаплă купăсçăсем инçе çула кĕскетсе килсе çитнĕ çак уява. Елчĕк округĕнчен Сăрьел, Аслă Елчĕк, Каркалар, Çирĕклĕ Шăхаль, Тĕмер, Кушкă, Исемпел, Çĕнĕ Пăва, Энтепе, Елчĕк, Яманчỹрел, Кĕçĕн Таяпа, Анатри Тимеш ялĕсенчи вăйăçăсем те хамăр округ ятне ямарĕç. Уява илем кỹрекенсем — «Тарават», «Тускил», «Хавас» (Тĕмер), «Илем» (Чĕмпĕр) фольклор ушкăнĕсем пулчĕç.

Палăртса хăвармалла — çамрăк вăйăçăсем Дмитрий Ишмуратов, Савелий Сайкин, Егор Ермолаев, Никита Козлов, Иван Игнатьев, Артемий Сусметов, Арсений Андреев, Матвей Галкин, Сергей Теллин, Данил Купташкин, Кирилл Чермаков, Никита Крысов, Роман Яковлев, Никита Дружинин (пурте Елчĕк округĕнчен) тата Святослав Перков (Муркаш) хут купăс ĕмĕрĕ вăрăм пулассине шантарчĕç.

Çамрăксен ушкăнĕнчи малти вырăнсене çак вăйăçăсем йышăнчĕç:

1-мĕш вырăнта Н.Дружинин (Елчĕк), 2-мĕш вырăнта Р.Яковлев (Елчĕк), К.Чермаков (Исемпел), 3-мĕш вырăнта Н.Козлов (Кĕçĕн Таяпа), Станислав Перков (Муркаш).

Чи çамрăк вăйăçă Кирилл Александров (Тỹскел) уйрăм парнене тивĕçрĕ.

Жюри фестивалĕн чи лайăх купăсçăсен шутне çак вăйăçăсене кĕртрĕ:

1-мĕш вырăнта Анатолий Марков, 2-мĕш вырăнсенче Владимир Семенов, Анатолий Гаврилов (Патăрьел), Венямин Муллин (Кĕçĕн Таяпа), 3-мĕш вырăнсене Николай Селюкин (Чĕмпĕр), Анатолий Кузнецов (Кỹкеç), Владислав Федоров (Çирĕклĕ Шăхаль), Алексей Дубаин (Чĕмпĕр) йышăнчĕç.

Олег Мустаевăн юратнă юррисене юрласа çак вăйăçăсем мала тухрĕç:

1-мĕш вырăнта Владимир Бабайкин (Чĕмпĕр), 2-мĕш вырăнсенче Евгений Селюков (Чĕмпĕр), Александра Иванова тата Зоя Спиридонова дуэчĕ (Çирĕклĕ Шăхаль), 3-мĕш вырăн Раиса Ракова (Пăва, Тутарстан).

Çемье ансамблĕсен хушшинче:

1-мĕш вырăна — «Тăванлăх» (Тăвай округĕ, Тăрмăш ялĕ), 2-мĕш вырăна — Матвеевсем (Яманчỹрел), 3-мĕш вырăна Макаровсен çемйи (Энтепе) йышăнчĕç.

Хăйсем çырса кĕвĕленĕ юрăсемпе çаксем палăрчĕç:

1-мĕш вырăнта — Олег Александров (Анатри Тимеш), 2-мĕш вырăнта — Владимир Вастулов (Аслă Елчĕк), 3-мĕш вырăнта Лидия Пономарева (Чĕмпĕр).

Ушкăнпа вылякан вăйăçăсем хăйсен ăсталăхне питĕ лайăх кăтартса пачĕç. «Тускил» (Тỹскел) тата «Асанкасси» (Каçал) — пĕрремĕш вырăнсене, «Туслăх» (Çĕпрел районĕ, Тутарстан) тата Виталий Егоров (балалайкăпа) ертсе пыракан «Муркаш» иккĕмĕш вырăна тухса парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Куракансен кăмăлне кайнă вăйăçăсем çаксем пулчĕç:

1-мĕш вырăнта — Нина Чернова (Патреккел), 2-мĕш вырăнта — Масхут Юсупов (Сăрьел), 3-мĕш вырăнта — Николай Архипкин (Пенза) тивĕçлĕ пулчĕç.

Чĕмпĕр облаçĕнчи Цильнăран килнĕ 82 çулхи Морозов Геннадине ĕмĕрĕпех хут купăспа туслă пулнăшăн уйрăм парне парса чысларĕç.

Фестивалĕн Гран-при парнине Челябинск хулинчен килнĕ Артемий Тельцов çĕнсе илчĕ. Уява Санкт-Петербургран килнĕ Игорь Шипков купăсçă вĕçлерĕ. Телевиденинчи «Янра, хут купăс» кăларăма хутшăнаканскер, хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Бах, Шуберт, Штраус, Шопен композиторсем çырнă вилĕмсĕр кĕввисене пĕчĕк çеç хут купăспа! шăрантарчĕ кăна. Пенза чăвашĕ Николай Архипкин вĕрентнипе «Çумăр çăвать, çумăр çăвать» юрра питĕ лайăх юрласа пачĕ вырăс çынни.

Фестивале ертсе пыракан Вера Панкратовăпа Кирилл Петрова тав сăмахĕ каламалла. Пилĕк сехете (рекорд) пынă концерта ертсе пыма çăмăл мар. Жюри пирки çакна каласа хăвармалла. Малти вырăнсене палăртнă чухне пĕр вырăна ик-виçĕ артист ятне çырмалла мар. Пĕр тенкел çине 2-3 çынна лартма çук. Ытти енĕпе — пурте маттур!

Çак фестиваль-конкурса ирттерме Дмитрий Судаков (Тỹскел) питĕ пысăк пулăшу панине палăртмалла. Тавах ăна.

А.СОРОКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code