Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш çи-пуçĕн маçтăрĕ

Чăваш çи-пуçĕн маçтăрĕ

Зинаида Воронова пултарулăхпа илемлĕх тĕнчинче çĕнĕ çын мар. Вăл Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине, Мускаври халăх искусствин университетне, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ.

– Зинаида Ивановна, астăватпăр, эсир районта та ÿсĕмлĕ ĕçлеттĕрччĕ. Хĕрарăмсен «Варкăш» ансамбльне йĕркелесе ăна ăсталăх тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шая çĕклерĕр. Унсăр пуçне, эсир ертсе пынипех агитбригадăсен тата художество пултарулăх ушкăнĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче çĕн-тернĕччĕ. Халĕ вара искусствăн кăткăс жанрĕпе – тĕрĕ-эрешпе ĕçлетĕр.

– Эпĕ питĕ ир аннесĕр тăрса юлнă. Унăн сăн-сăпатне упраса хăварас тĕллевпе арчара упраннă кĕпе-тумтирне çĕнĕ «сывлăш» кĕртме шутларăм. Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш президенчĕ Атнер Хузангай та тулайри йăхташсем патĕнче чăваш тĕрриллĕ тумтирсен, капăрлăх хатĕрĕсен, пуканесен куравне йĕркелеме сĕнчĕ. Çапла 1991 çултанпа чылай регионта паллаштаратăп тăван халăх эткерлĕхĕпе.

– Çĕнĕлĕхе, çапах та, мĕнлерех йышăнчĕç-ха тулайра?

– Тĕлĕнмелле лайăх. Пĕтĕмпех уçса та параймăн. Уйрăмах Чĕмпĕрти тĕл пулăва палăртас килет. «Эткер» телестуди ертÿçипе Олег Мустаевпа тÿрех пĕр чĕлхе тупрăмăр. Чăваш çи-пуçĕ çинчен телепередачăсен ярăмне йĕркелерĕмĕр. Кăларăмсем ăнăçуллă пулнипе пĕрлех, малашлăх çулĕ те никĕсленсе пычĕ: çĕнĕ тĕл пулусем, çĕнĕ ĕçсем.

– Зинаида Ивановна, эсир наци тумĕпе «чирлесе» кайни куç кĕрет. Пуян опыта ытти ăстасем хушшинче сарас пирки мĕн шутлатăр?

– Ырă ĕç алран-алла куçса пымалла тетĕр-и; Хăв пĕлнине хĕвре тытмалла мар, чăнах. Пушкăртстанри Аургаза районĕнчи Шланлă ялĕнче Н.Ефимовăпа паллашнăччĕ. Вăл мĕн ачаран хĕрарăмсен пуçа тăхăнмалли хатĕрĕсене çĕлеме ĕмĕтленнĕ иккен. Ăна Шупашкара йыхравларăм, хам мĕн пултарнине вĕрентме тăрăшрăм.

Нижнекамскри Г.Спиридонова ертсе пыракан ачасен чăваш фольклор ушкăнĕнче те пĕрле ĕçленин усси пулчех.

– Зинаида Ивановна, сирĕн пуçарупа регионсем хушшинчи «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурс иртнĕччĕ.

– ЧНК районсенчи уйрăмĕсен тата Раççей хутлăхĕсенчи наци культура автономийĕсен хастарĕсем çак ĕç пархатарлине, кирлине тата тарăнрах ăнланчĕç. Елчĕкре те çÿллĕ шайра йĕркеленĕччĕ ăна. Тĕп культура çуртĕнче уçнă куравра ĕлĕкхи мĕнле тумтир кăна пулмарĕ-ши;

Асăннă мероприяти чăваш халăх тумĕн ытарайми тĕслĕхĕсемпе – XVIII ĕмĕртен пуçласа паянхи кун таран – паллаштаракан пулăм пулса тăчĕ. Çи-пуçпа капăрлăх тĕслĕхĕсем, халăх тумĕ ĕмĕртен ĕмĕре мĕнле аталанса пынине тĕшмĕртме май парать. Хамăрăн историе тĕрĕ, тум урлă вĕренмелле.

Чăваш наци конгресĕн халăх ăстисен ассоциацийĕн пуçлăхĕ ертсе пынипе 2017 çулта Шупашкарти культура тата искусство патшалăх институчĕн студенчĕсем Мускаври М.Ломоносов ячĕллĕ университетра чăвашсен кĕпе-тумтирĕпе паллаштарнă. Анатри, анат енчи, вирьял тăрăхĕнчисемпе çеç мар, Ульяновск, Тутар, Пушкăрт таврашĕнчисемпе те. Куракансем демонстрациленĕ кашни çи-пуçа тăвăллăн алă çупса хакланă. Хăш-пĕр тумтирне сутма та ыйтнă иккен.

Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Енри ÿнер промыслин маçтăрĕ Зинаида Воронова вуншар курава хутшăннă. Вăл Пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурссенче кăна 13 хутчен çĕнтернĕ, икĕ хутчен Гран-при çĕнсе илнĕ. «Раççейри чи лайăх тавар» конкурсра /2016/ «Пахалăх отличникĕ» хисеплĕ ылтăн паллăпа чысланă ăна.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code