Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ял пурнăçне юрататăп»

«Ял пурнăçне юрататăп»

Ял пуласлăхĕ çамрăксенче тетпĕр. Вĕсем яла юлсан ял малашлăхĕшĕн пăшăрханмалла мар. Дмитрий Трофимов «АСК-Яльчики» агрофирмăра агрономра тăрăшать. Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕренекенскер кунта та виççĕмĕш çул. Асăннă хуçалăхра пулнă май çамрăк агрономпа хаваспах калаçрăмăр. Унпа эпир иртнĕ çулах паллашнăччĕ. Çамрăкран хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пама ыйтрăмăр.

— Пирĕн предприяти ĕçĕ-хĕлне 2001 çулта пысăках мар лаптăк çĕр çинче пуçарнă. Вăл çултан-çул аталаннă, пысăкланнă. Хуçалăхра çĕр улми, пахча çимĕç, тырă çитĕнтернĕ.

Кашни хуçалăх паян-ыран акана тухма хатĕрленет. «АСК-Яльчики» ОООра та çак ỹкерчĕк. Кăçал хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 553 гектар çинче акма палăртатпăр. Иртнĕ кĕркунне 265 гектар çинче кĕрхи культурăсене акса хăварнă.

Çĕр улмине акас лаптăк кăçал 220 гектарпа танлашать. «Слава картофелю» агрофирмăра паха вăрлăх «пурнăçĕ» хиртен мар, пробиркăра çитĕнтернинчен пуçланать. Кунта чир-чĕртен, вирусран сыватнă çĕр улми вăрлăхĕ хатĕрлетпĕр.

Хуçалăхра çĕр улми туса илме çĕнĕ йышши комплекс, техника, оборудовани çителĕклех. Чĕр тавар вырнаçакан управсем те пысăк (пурĕ 5 пин те 200 тонна вырнаçмалăх) — çакă саккас паракансене хĕлле те паха продукципе тивĕçтерме май парать. Маларах агрофирмăра элита илсе 1-2-мĕш репродукциллĕ вăрлăх хатĕрленĕ. Вăхăт иртнĕ май туянакансем «Невский», «Удача», «Жуковский» сортсемпе кăна çырлахман, çĕннисене ыйтнă. Чикĕ леш енчен пахине кỹрсе килесси хакланнă. Çакă лаборатори уçас, ют çĕршывра патент илмен тата Раççей селекцийĕн ăнăçлă сорчĕсене микроклонласа хунаттарас ыйту патне илсе çитернĕ — çапла майпа 2017 çулта агрофирмăра лаборатори уçăлнă. 2020 çулта теплица хута янă. Чи малтанах çĕр улми хунавне туянса лартса пăхнă. Сăнав ăнăçлă иртни çĕнĕ производство уçма хавхалантарнă. Мускав облаçĕнчи А.Г.Лорх ячĕллĕ федераци тĕпчев центрĕнчен тĕрлĕ сорт хунавĕсене туянни, термосавăтра агрофирмăн лабораторине çитерни ĕçе малалла яма май панă. Ĕçĕ, чăн та, ансат мар. Çапах та кăмăл пулсан кирек хăш çĕнĕлĕхе те алла илме пулать. Вырăнта ỹсен-тăрана 4-5 пая касатпăр. Кашнине тутлăхлă шĕвек тултарнă пробиркăна вырнаçтаратпăр. Калча çитĕннĕ май каллех пайлатпăр, ун хыççăн татах пайламалла. Çапла майпа пĕринчен 250 хунав илме пулать. Çулталăкра лабораторире ỹсен-тăрана микроклонласа 100 пин хунав çитĕнтерме май пур. Тымар янисене торф тултарнă савăтсене куçаратпăр, теплицăна вырнаçтаратпăр. Çу каçа специалистсем çĕр улмине им-çамлаççĕ, шăвараççĕ. Теплицăри сывлăш температурине, хĕвел çутине, нỹрĕклĕхе автомат йĕркелет.

Виçĕ уйăхран ỹсен-тăранран вăрлăх çитĕнет. Ăна кăларса ятарлă управа хыватпăр. Чир-чĕртен, вирусран тасатнăскере çуркунне сăнав лаптăкне лартатпăр, малалла саратпăр. Ку пĕрремĕш ăру шутланать. Хыççăн супер-суперэлита, суперэлита, элита, 1-мĕш тата 2-мĕш репродукциллĕ вăрлăхсем туса хатĕрлетпĕр. Çулсерен сăнав лаптăкĕсенче çĕр улмин 30 сорчĕ çитĕнет. Вĕсен тухăçлăхне, чир-чĕре чăтăмлине, тавар пахалăхне тĕрĕслетпĕр. Чи лайăххисене, темиçе сезонра тухăçĕпе, пахалăхĕпе савăнтарнисене производствăна кĕртетпĕр.

Çĕр улмине мĕнле çитĕнтермелли пирки Дима сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. Вăл ĕçне чунтан юратнине çунса тăракан куçĕсем тăрăх та пĕлме пулать. Кăçал Дима Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн стипендине илме тивĕç пулчĕ. «Ял пурнăçне, хура тăпрана юрататăп. Кунта эпĕ ирĕклĕн сывлатăп. Ĕçлеме ỹркенмесен ялта та тивĕçлĕ ĕç тупма пулать», — тет вăл кăмăллăн.

Эпир калчасене çитĕнтерекен теплицăна та çитсе куртăмăр. Агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин кунти ĕç-хĕлпе кăмăллăн паллаштарчĕ.

— Агрофирма Раççейре селекци, вăрлăх туса илессине аталантарас енĕпе ăслăлăхпа практика программине хутшăнать. Лабораторире «Ривьера», «Ред Скарлет», «Гулливер», «Метеор», «Самбо», «Краса Мещеры», «Пламя» сортсене хунаттаратпăр. Лицензи килĕшĕвĕпе «Гала», «Коломбо» элита туянса репродукциллĕ вăрлăх хатĕрлетпĕр. Паха вăрлăх çитĕнтерме çĕр ĕçĕн технологине, пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнмалла. Лартнă чухне тăпра 8 градусран сивĕ пулмалла мар. Ăна минерал удобренийĕпе апатлантармалла, чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен сыхлама им-çам сапмалла, — палăртрĕ Юрий Васильевич.

Ỹсен-тăран çитĕннĕ май анана вăйсăр, чирлĕ тĕмсенчен тасатмалла иккен. Типĕ çанталăкра шăварни тухăçлăха палăрмаллах ỹстерет. Вăрлăхлăх çитĕнсен авринчен тасатнă хыççăн икĕ эрнерен кăларма юрать. Управри сывлăш температури 3 градус ăшăран иртмелле мар. Çитĕнỹ ĕçченсенчен, яваплăха туйса вăй хунинчен килет. Агрофирмăри специалистсенчен нумайăшĕ А.Г.Лорх ячĕллĕ федераци тĕпчев центрĕнче вĕренсе опыта ỹстереççĕ.

Теплицăпа паллашнă хыççăн эпир çĕр улмин управĕнче пултăмăр, унти ĕçченсемпе курнăçрăмăр. Пур çĕрте те ĕç вĕрет. Асăрханă тăрăх, кунта кашни ĕçчен чунне парса, ĕçе тĕплĕн пĕлсе пурнăçлать. Каярах çак сăмахсене телефонпа калаçнă май «Слава картофелю», «АСК-Яльчики» агрофирмăсен директорĕ Хасиятулла Идиатуллин та çирĕплетрĕ:

— Ĕçе отрасльпе кăсăкланакансене, тăрăшуллисене йышăнма тăрăшатпăр. Чун туртман ĕçре аслă пĕлỹ илни те çитĕнỹ тума пулăшаймĕ. Предприяти аталанса пыни, унăн продукцине хапăлласа туянни ĕçченсене малашлăха шанма хавхалантарать.

Дима Трофимов пек пултаруллă çамрăксем пулнăранах аталанать агрофирма ĕçĕ-хĕлĕ. Кунтах директорăн ывăлне Рамиле палăртса хăвармалла. Вăл «Слава картофелю» агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкĕсем авторăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code