Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăхпа пĕрлĕхре пулсан ĕç кал-кал пырать

Халăхпа пĕрлĕхре пулсан ĕç кал-кал пырать

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта территори пайĕсенче граждансен пухăвĕсем пулса иртрĕç. Çавна май ертỹçĕсем халăхпа курнăçса пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевсене палăртрĕç. Территори пайĕнчи ĕç-хĕле тишкерсе хак пама Аслă Елчĕк территори пайĕн ертỹçине Валерий Афанасьева сăмах парар:

— Аслă Елчĕк территори пайĕ 697 хуçалăха пĕрлештерсе тăрать, ялта 1340 çын пурăнать. Ял халăхĕн пурнăçне ырă енне улăштарассипе территори пайĕ сахал мар ĕç пурнăçлать. Куллен пурнăçламалли ĕçсен шутне территорисене тирпей-илем кĕртесси, халăха таса шывпа, çĕрлехи вăхăтра урамсене çутăпа тивĕçтересси, çул-йĕрсене, масарсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси… кĕреççĕ.

Иртнĕ çул территори пайĕ ума лартнă мĕн пур ыйтăва тата тĕллеве татса панă. Ку ĕçре тĕрлĕ проектпа программа пысăк пулăшу кỹреççĕ. Уйрăмах «Пуçару бюджечĕ» программăпа тивĕçлĕ ĕçлесе пыма тăрăшатпăр. Асăннă программа халăх сĕнекен çивĕч ыйтусемпе ĕçсене пурнăçа кĕртсе пыма май парать. Ял çынни ырласа йышăнать ăна. 2017 çултанпа, программа ĕçлеме пуçланăранпа, пурĕ 12 проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр, 17 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă.

2023 çулта асăннă программа пулăшнипе 3 объекта хута яма 10 млн тенкĕ тăкакланнă. Çав шутран 2 урамри çула асфальт сарса хытарма май килчĕ: Тябуков урамĕнче — 210 метр, Свердлов урамĕнче — 480 метр. Кунта халăхран укçа-тенкĕ пуçтарман, халăхран пуçтарас пайне Ленин ячĕллĕ хуçалăх, Геннадий Афанасьев тата Владимир Чернов фермерсем уйăрнă. Виççĕмĕш объект — Яковлев урамĕнче вырнаçтарнă ача-пăча площадкине хута яни. Унта вара Сергей Черновпа Евгений Афанасьев пайтаçăсем пысăк пулăшу пачĕç.

«Пуçару бюджечĕ» программăпа кăçал малаллах ĕçлетпĕр — 11 млн та 500 пин тенкĕлĕх 5 проекта пурнăçа кĕртме палăртатпăр. Молодежная урамра 500 метра яхăн (5 млн та 966 пин тенкĕлĕх), Яковлев урамĕнче 650 метр (3 млн та 541 пин тенкĕ) асфальт çул хывасшăн, Кооператив урамĕнче плотинăна (1 млн та 840 пин), Первомайская тата Николаев урамĕсене пĕрлештерекен кĕпере (157 пин тенкĕ) юсасшăн, Комаров урамĕнчи плотинăри шыв управлăхне ỹстересшĕн (209 пин тенкĕ).

Ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе йĕркелекен конкурссене хастар хутшăнма тăрăшатпăр çулсерен. Ĕçне кура хисепĕ, тетпĕр. Чăваш Республикин Строительство министерстви йĕркелекен «Озеленение и благоустройство улиц частного сектора» конкурса 3-мĕш çул хутшăнса виçĕ хут та 2-мĕш вырăна йышăнма пултарни пире ĕçре хавхалантарать. Çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕпе ялти тарасасене юсама вăй çитертĕмĕр. Ялта пурĕ 35 тараса. Вĕсене пурне те упраса тăма тăрăшатпăр, çапла майпа çулсерен 2-шер тараса юсаса пыратпăр. Сăмах май, хуçалăхсен 90 процентне централизациленĕ шывпа тивĕçтеретпĕр, 5 башньăна тивĕçлĕ шайра тытса тăма тăрăшатпăр.

Паянхи кун пурне те пăшăрхантаракан ыйту — СВОри салтаксене пулăшасси. Ку ĕç пĕр кун та чарăнмасть территори пайĕнче — кашниех пулăшăва хăйĕн тỹпине хывать. Мăнкун умĕн салтаксем патне округран гуманитари пулăшăвĕ каяссине тĕпе хурса çак кунсенче анчах Елчĕкри централизациленĕ культура çуртне пĕр машина япала кайса леçрĕмĕр. Вăл шутра 6 маскировка сетки, утиялсем, тăхăнмалли тата ытти хатĕрсем, апат-çимĕç. Вăрçă ачисене, йывăр çемьесене, пĕччен пурăнакансене те тимлĕх уйăрсах тăратпăр. Тыл ĕçченĕсене юбилей ячĕпе саламласси те йăлара.

Лайăххипе пĕрле пăшăрхантаракан ыйтусем те çук мар. Паянхи кун татса памалли ыйтусенчен пĕри вăл — ялти тухтăр амбулаторине тĕпрен юсасси.

Пĕрлĕхре — вăй. Халăхпа, ертỹçĕсемпе пĕр тĕвĕре пулсан мĕн пур ыйтăва татса пама пулĕ. Пĕрлехи ĕçшĕн округ ертỹлĕхне, ял халăхне, Ленин ячĕллĕ хуçалăха, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, уйрăм пайтаçăсене пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Валерий Афанасьев тыл ĕçченне — Евгения Обручковăна 90 çулхи юбилейпе саламланă самант

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code