Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрỹ ĕç пуçланчĕ

Хĕрỹ ĕç пуçланчĕ

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче апрелĕн 9-мĕшĕнче нумай çул ỹсекен курăксен анисене минераллă удобренипе апатлантарма тытăннă.

Ĕнерхи кун тĕлне çак ĕçе 100 гектар çинче пурнăçланă. Нумай çул ỹсекен курăксемпе кĕр тыррисен пĕтĕм лаптăкне (вĕсем пурĕ 518 гектар йышăнаççĕ) апатлантарма тĕллев тытнă хуçалăхра. Çакна асра тытса минераллă удобренисене те малтанах кирлĕ таран кỹрсе килнĕ.

— Нумай çул ỹсекен курăксене кашни гектар пуçне 150 килограмм, кĕрхи культурăсен лаптăкне 250 килограмм аммиак селитри хывса хăваратпăр, — терĕ Юрий Мясников председатель.

Ял хуçалăх культурисене минераллă удобренисемпе апатлантарнă чухне хуçалăхра темиçе çултанпах вырăнта ăсталанă çăмăл урапаллă «Туман» йышши агрегатпа тухăçлă усă кураççĕ. Хальхинче çак техникăна ĕçлеттерме Анатолий Багадеров механизатора шанса панă. Георгий Сергеев тракторпа хире удобрени турттарать, унăн пулăшаканĕ — Борис Волков.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code