Вторник, 7 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçлисене — чыс-хисеп

Тивĕçлисене — чыс-хисеп

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлу кăмăллă самантран пуçланчĕ. Леонард Васильевич пуçтарăннисене Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, пурне те çитĕнỹсем сунчĕ. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата вырăнти хăй тытăмлăхăн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн Курнавăш территори пайĕн начальникĕ Алексей Мартышкин РФ Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаеван Тав çырăвне тивĕçрĕ. Округ администрацийĕн финанс пайĕн сектор заведующине Наталия Черновăна вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассине пысăк тỹпе хывнăшăн ЧР Муниципалитет пĕрлĕхĕсен канашĕн Хисеп Грамотипе чысларĕç. Профсоюзăн вырăнти организацийĕн членĕсем Пĕтĕм Раççейри профсоюз пĕрлешĕвĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн президиумĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Ялсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе субботниксем иртеççĕ округра. Çак тема çинче уйрăммăн чарăнса тăнă май Леонард Левый субботниксене хастар хутшăнма тата сăваплă ĕçе хушма хуçалăхсенче пурăнакансене те активлă явăçтарма ыйтрĕ, территорисене тасатас ĕçе Мăнкун уявĕччен вĕçлемеллине каларĕ.

— Тавралăха тасатнипе пĕрлех йывăç лартас, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, тĕрлĕ хирĕç тăрăва хутшăннă паттăрсене халалласа лартнă палăксемпе обелисксене тирпейлес енĕпе те тимлĕ пулар, — палăртрĕ вăл.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — территорисене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управленин начальникĕ Алина Смирнова Елчĕк муниципалитет округĕнче юсавпа строительство ĕçĕсене контрактацилес ĕç мĕнле пыни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Сăмах май, кăçал округра пуçару бюджечĕпе çыхăннă 82 проекта ĕçе кĕртмелле. Проектсене пурнăçа кĕртес енĕпе çыхăннă хатĕрленỹ ĕçĕсем тивĕçлĕ пурнăçланса пыраççĕ.

Округри çурхи уй-хир ĕçĕсем пирки округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков каласа пачĕ. Елчĕк территори пайĕн ертỹçи Юрий Блинов тата Аслă Пăла Тимеш территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Тихонова ялсенче иртнĕ граждансен пухăвĕсенче çĕкленĕ çивĕч ыйтусене тишкерчĕç, пурнăçламалли ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.

Канашлура ытти чылай ыйтăва та хускатрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: наградăсене тивĕçнисен ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code