Вторник, 7 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 100 çул… Пĕр ĕмĕр…

100 çул… Пĕр ĕмĕр…

Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Анастасия Ефимовна Скворцова апрелĕн 29-мĕшĕнче 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. Инкек-синкеке çителĕклех астивнĕ вăл. Апла пулин те кăмăл-сипетне упранă, çавăнпах ăс-хакăлĕ паян та çирĕп.

Анастасия Ефимовна Кĕçĕн Патреккел ялĕнче Петровсен çемйинче çуркунне — çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра çуралнă. Сакăр ачаллă çемьере тăваттăмĕш пулнă. Ỹссе çитсен çамрăк хĕрĕн пурнăçĕ вăрçă çулĕсемпе тачă çыхăннă. Ытла та йывăр пулнă-çке çак вăхăтра. Мĕн пур асап ỹссе, тĕрекленсе çитеймен çамрăк ачасемпе хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Вăл вăхăтра апат-çимĕçе, тумтире, лашасене, техникăна тылри халăх фронта ăсатнă.

Наçтук аппа лайăх астăвать çав вăхăтри çăкăр тутине: пĕр пай çăнăхран, икĕ пай чĕрĕ çĕр улминчен, тепĕр пайĕ вара шăннă çĕр улми çăнăхĕнчен. Чи тутлă çăкăр пулнă вăл. Сайра хутра анчах çиме май пулнă ăна.

Анастасия Ефимовнан ытти çамрăксемпе пĕрле Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккинче окопсем чавма тỹр килнĕ. Унта пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Йĕп-йĕпе пуличчен ĕçленĕ. Тарласа шăннине те пăхман. Хăйсене хушнă ĕçе чĕререн пурнăçланă. «Ĕçре — çапăçури пек!» лозунга асра тытса ĕçленĕ. Çав вăхăтра унăн ашшĕ вăрçăра паттăррăн пуçне хунă хыпара та чăтса ирттермелле пулнă.

Вăрçи хăрушă пулин те, çамрăк чунсем малалла пурăнма тăрăшнă. 1942 çулта çамрăк хĕр Петровка ял каччипе Степан Леонтьевич Скворцовпа çемье çавăрнă. Калас пулать, Скворцовсем çичĕ ача çуратса ỹстернĕ: (Лидия (1944 ç.), Федор (1947 ç.), Зинаида (1950 ç.), Мария (1952 ç.), Петр (1954 ç.), Геннадий (1958 ç.), Вера (1960 ç.). Çамрăк арăм пĕрремĕш пепкипе йывăр çын пулнă чух мăшăрĕ вăрçа тухса каять. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрăн çапăçнăшăн орденсемпе тата медальсемпе чысланă. Аманнăскер вăрçăран маларах таврăннă. Çемьере яланах килĕшỹпе татулăх хуçаланнă. 2001 çулта вăрçă ветеранĕ тăванĕсенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă.

Пысăк çемьере Наçтук аппа иртен пуçласа каçчен ĕçре хуçăлнă. Пурне те ура çине тăратмалла пулнă-çке. Пĕр вăхăт вăл почтальонка ĕçне пурнăçланă. Аслă Таяпа почта çыхăну уйрăмĕнчен Кĕçĕн Патреккел ялне вăрман урлă хаçат-журнал илсе çỹренĕ. Тепĕр чух каçа юлнисем те пулнă. Питĕ-питĕ шикленнĕ! Уйрăмах кашкăрсенчен хăранă. Вăхăт иртнĕ май вăл чăх-чĕп фермине ĕçлеме вырнаçнă. Тăрăшуллă ĕçчене сахал мар тав хучĕпе чысланă. Тивĕçлĕ канăва кайиччен, кайран та колхоз бригадинче вăй хунă.

Килĕнче ĕмĕрех йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă: ĕне, сурăх, сысна, хур-кăвакал, чăх-чĕп тата лаша. Мĕнле-ха лашасăр? Район центрĕнчен самай инçе вырнаçнă вĕсен ялĕ. Ачасене ăсатса тата кĕтсе илмелле пулнă. Хальхи пек таксисем пулман ун чухне.

Петровка ялĕ Кĕçĕн Таяпа территори пайне кĕрет. Юлашки çулсенче ял хĕллехи вăхăтра пушансах юлать. Наçтук аппа та кĕçĕн ывăлĕпе Геннадипе пĕрле 5 çул ĕнтĕ Таяпа Энтри ялĕнче тĕпленсе пурăнаççĕ. Петровкăри хуçалăхĕ питĕ çирĕп вĕсен, хуçисемсĕр кичемленсех юлнă. Унăн икĕ хĕрĕ çак ялах качча тухнă.

Паянхи кун Наçтук аппа ачисен ăшшине лайăх туять. Хĕллехи кунсенче Зина тата Мария хĕрĕсен çемйисем пырса çỹреççĕ кинеми патне. Çулла Екатеринбургра пурăнакан хĕрĕсем Лидия тата Вера килсе амăшĕн кунĕсене илемлетеççĕ.

Анастасия Ефимовна 12 мăнукĕпе, 16 кĕçĕн мăнукĕпе, кĕçĕн мăнукĕсен 2 ачипе савăнать.

Ĕç ветеранне, тыл ĕçченне, салтак арăмне Анастасия Скворцовăна çывхаракан юбилейĕпе ăшшăн саламлатпăр. Ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнма çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр, сăваплă кунсем пурнăçĕнче тата ытларах пулччăр.

Елена ПЕТРОВА,
ĕçпе вăрçă ветеранĕсен округри
канашĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code