Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашниех халăхшăн тăрăшнă

Кашниех халăхшăн тăрăшнă

Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Елчĕк районĕ 95 çул тултарнине паллă турăмăр. Çак тапхăрта нумай паллă пулăм çырăннă унăн историне. Хăш-пĕр пайне вара вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те хăйсен тỹпине хывнă…

Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕршывра пулса иртнĕ тĕрлĕ политика юхăмĕ чăваш ялĕсене те килсе çитнĕ. Пирĕн тăрăхра та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пурнăçăн тĕп палли пулса тăраççĕ. Граждан вăрçи вĕçленсе пынă май хăй тытăмлăх органĕсене — ял Совечĕсене йĕркелеме пуçлаççĕ.

1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Кĕçĕн Елчĕк районне туса хураççĕ, çак уйăхăн 25-27-мĕшĕсенче ял Совечĕсене суйлаççĕ.

Районти архив докуменчĕсем тăрăх çакă паллă: хальхи Тăрăм ял тăрăхне кĕрекен 6 ялта икĕ «йал канашĕ» пулнă. Тăрăм, Кипеç, Анатри Тимеш — «Тăрăм ялсовечĕ», Тăрмăш, Тип Тимеш, Хĕрлĕçыр — «Тăрмăш ялсовечĕ».

Тăрăмра 1924 çулхи май уйăхĕнче ĕçтăвком чăмăртаннă.1930 çулччен унăн ĕçĕсене Н.Т.Тимофеев секретарь пурнăçланă.

30-мĕш çулсенче Тăрăм ял Канашне Е.А.Артемьев, Е.А.Мясников, А.С.Баймушкин, И.П.Орлов, Тăрмăш ял Канашне А.А.Андрианов, П.Сухарев, П.Варламов, Г.Ф.Федоров, П.Я.Щербаков ертсе пынă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче ял Канашĕн пуçлăхĕсем улшăнсах тăнă. Виçĕ çул хушшинче тăватă çын ĕçлеме ĕлкĕрнĕ: Е.А.Артемьев, Г.Е.Шаурбин, И.С. Баймушкин, Т.К.Корнилов. 1943-1948 çулсенче ăна 33 çулхи Кипеç хĕрĕн — Ефросинья Маркова (Польская) «аллине панă». 1967-1969 çулсенче яваплă ĕçе тепĕр хутчен пурнăçлать вăл. Тăрмăшра хаяр çулсенче Г.Федоров, П.Я.Щербаков тăрăшнă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче Д.Ф.Федотов, И.С.Баймушкин (Тăрăмра), А.А.Андрианов, П.Я.Щербаков, И.Я.Дудкин, П.А.Осипов (Тăрмăш) вăй хунă.

1954 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче 6 яла Тăрăм ял Советне пĕрлештереççĕ, председателĕ — И.С.Марков. 1960-1980 çулсенче çак тивĕçе туса пыма А.А.Андрианова, Л.С.Миронова, И.П.Мясникова, М.А.Баймушкина шанаççĕ. Асăннă тапхăрта хĕрарăмсем — М.К.Шылдыркова, К.В.Сорокина, В.Ф.Щербакова та хастарлăх кăтартнă.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче чи пысăк стажли — «Хисеп Палли» орден кавалерĕ М.А.Баймушкин. Вăл ĕçленĕ тапхăр — 1987-2007 çулсем. Ун хыççăн ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тилхепине Л.В.Павлова, В.Н.Александров тытса пынă. 2015 çултанпа — А.В.Трофимов.

— Ял Канашне ертсе пынисене никама та çăмăл пулман. Кашни вăхăтăн хăйĕн йывăрлăхĕсем. Эпир халăхпа пĕрле пулма, пĕр чĕлхе тупма, вĕсен кулленхи ыйтăвĕсене вăхăтра татса пама тăрăшнă, — аса илет иртнине Михаил Автономович.

Хальхи вăхăтра та, калăпăр, ял тăрăхĕнче мĕнле ыйту сиксе тухать — администрацинче ĕçлекенсен татса памалла. Халĕ, ав, тĕрлĕ проект-программа ĕçлет те, патшалăх укçи-тенкине те уйăрать. Унпа усă курса эпир ялсене хăтлăх кỹрес тĕлĕшпе çулсерен нумай ĕç пурнăçлатпăр: урамсенчи çулсене юсатпăр, масар территорийĕсене йĕркене кĕртетпĕр, ача-пăча площадкисем хута яратпăр… 2023 çулта «халăх пуçарăвĕпе» çыхăннă 7 проекта пурнăçа кĕртмелле.

Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Çак пулăма çирĕплетсе эпир ял тăрăхĕнчи мухтавлă çыннăмăрсен галерейине йĕркелерĕмĕр, халĕ ял Советĕнче ĕçленисем çинчен материалсем пухатпăр.

Июль уйăхĕнче Тăрăмри культура çуртĕнче «Елчĕксен ентешлĕхĕ» обществăлла организаци (ертỹçи Юрий Карпов) 6 ялти халăха пысăк уяв туса пачĕ. Ĕç ветеранĕсене, производствăпа общество пурнăçĕн хастарĕсене, алă ăстисене дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Хула артисчĕсен юрри-ташши те кăмăла кайрĕ. Тавах Юрий Михайловича!

Черетлĕ çул вĕçленсе пырать. Çĕнĕ çулта ял тăрăхĕнчи кашни çынна çирĕп сывлăхлă, телейлĕ пулма ырă сунатпăр. Малашлăхра лайăх пулăмсемпе кăна хавхаланса пурăнмалла пултăрччĕ.

Людмила СМИРНОВА,
Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code