Ỹсен-тăран культурисене туса илесси сезон вăхăтĕнчи ĕç, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнинчен вара çулталăк тăршшĕпе укçа-тенкĕллĕ пулма май парать.
Ахальтен мар малашлăха курса ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине тĕп çул-йĕр вырăнне хураççĕ. Çакна шута илсе вĕсенче мăйракаллă шултăра выльăхсен, çав шутран сăвăнакан ĕнесен хисепне май пур таран ỹстерсе пыма тăрăшаççĕ. Администрацин оперативлă даннăйĕсем тăрăх кăçалхи 6 уйăхра, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепĕ «Сатурн» ЯХПКра — 110,8, «Комбайн» ЯХПКра — 105,3, «Эмметево» ОООра 103,7 процент ытларах пулнă. Çав шутран отчетлă тапхăрта сăвăнакан ĕнесен хисепне «Победа» ОООра — 25 пуç (410 вырăнне 435), «Сатурн» ЯХПКра — 8 пуç (192 вырăнне 200) ỹстернĕ. Ытти ял хуçалăх предприятийĕсенче сăвăнакан ĕнесен хисепĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтри шайра пулнă. Апла пулин те, мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕтĕмпе «Победа» ОООра, Ленин ячĕллĕ тата «Рассвет» ЯХПКсенче, «Прогресс» АХОра 10-23 пуç, чи нумаййи — «Труд» ЯХПКра, «Яманчурино» тата «Энтепе» ОООсенче 80-160 пуç таран чакнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пур категорири хуçалăхсенче пĕтĕмпе 4831 (94,7), çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 2864 (101), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 501 пуç е 70 процент сăвăнакан ĕне шутланнă.
Сыснасен хисепĕ пур категорири хуçалăхсенче те 3598 пуç шутланать.
Сăвăнакан ĕнесен хисепне шайлашуллă йĕркелесе пыракан ял хуçалăх предприятийĕсенче сĕт туса илессин кăтартăвĕсем те пысăк. Отчетлă тапхăрта «Победа» ОООра 2493,2 тонна, малтанхипе танлаштарсан 147,6 тонна ытларах, «Сатурн» ЯХПКра 111,8 тонна ытларах сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра та 188,5 тонна (129,6 процент), «Эмметево» ОООра 25,6 тонна ытларах (102,9 процент) сĕт туса илнĕ. Ыттисенче — «Энтепе», «Яманчурино» ОООсенче, «Труд», «Рассвет» «Комбайн» ЯХПКсенче, «Прогресс» АХОра 11,4 — 377,9 тонна таран чакнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçалхи 6 уйăхра, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 412,7 тонна, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 392,2 тонна, пурĕ 804 тонна! каярах сĕт туса илни, чăннипех, ял хуçалăх организацийĕсене шухăшлаттарма тивĕçлĕ.
Мĕнпур категорири хуçалăхсенче утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1305 тонна (иртнĕ çулхи çак тапхăрăн 102 проценчĕпе танлашать) аш-какай туса илнĕ.Çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсен кăтартăвĕ чĕрĕ виçепе шутласан 866 тоннăпа (99 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсен — 906,6 тоннăпа (240 процент) танлашать.

