Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Кадетсемпе – ентеш пирки

Кадетсемпе – ентеш пирки

Çак кунсенче Вăрăмхăвара çуралса ÿснĕ Алексей Владимирович Сайкин генерал-лейтенант хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак паллă пулăма халалласа районти музей ĕçченĕсем Елчĕк шкулĕнче кадет класĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ, ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе пултарулăхне палăртса сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕ.

Курава Алексей Сайкинăн пиччĕшĕ Владислав Сайкин тата «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин хутшăннă. Владислав Владимирович ачасем умĕнче сăмах илнĕ май вĕсене кĕскен çар пурнăçĕпе паллаштарнă, шăллĕ, унăн ачалăхри тата çамрăк чухнехи, хальхи пурнăçĕ пирки каласа кăтартнă, вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравланă.

Сăмах май, Алексей Владимирович Сайкин халĕ Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин тивĕçтерÿ службин ертÿçин çумĕнче тăрăшать. Тивĕçлĕ службăшăн сахал мар наградăна тивĕçнĕ вăл.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code