Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен чемпионата хатĕрленет

Чăваш Ен чемпионата хатĕрленет

Çăмăл атлетика енĕпе Шупашкарта утă уйăхĕн 24-27-мĕшĕсенче Раççей чемпионачĕ иртет.

Халĕ хĕрсех хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Спорт министрĕ Михаил Богаратов йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче юбилейлă ăмăртăва 600 ытла спортсмен хутшăнассине пĕлтернĕ. Унта 140 спорт судйи /вĕсенчен 80-шĕ хамăрăннисем/ ĕçлĕ, 150 волонтера явăçтарĕç. Специалистсем валли виçĕ семинар йĕркелеме палăртнă. «Олимпийский» стадионта тĕрлĕ снаряд ывăтакансем валли тренировка ирттермелли уйрăм лапам тума пуçланă.

Ăмăртусене тÿрĕ эфирта «Матч ТВ» телеканалпа кăтартĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code