Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Шăнкăравлама пултаратăр

Шăнкăравлама пултаратăр

Октябрь уйăхĕнче республикăра «Вилĕмпе ăçта суту-илÿ тунине пĕлтер» ятпа профилактика мероприятийĕ иртрĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ – наркоманипе çыхăннă саккунсем, ку енĕпе саккуна пăссан тивекен яваплăх пирки ăнлантарасси, наркотикпе суту-илÿ тăвассине, унпа усă курассине хирĕç кĕрешессине профилактикăласси тата çак ĕçе общественноçа анлăн явăçтарасси.

Оперативлă информаци йышăнассине йĕркелессине те тĕпе хуратпăр. Наркоманипе чирлисене вăхăтра консультаци тата сиплев пулăшăвĕ парассипе çыхăннă ыйтупа, наркотикпа суту-илÿ тунине е наркопритон йĕркеленине, саккуна пăснă ытти тĕслĕхсем пулсан граждансем районти полици пайне шăнкăравлама пултараççĕ.

Л.ЕГОРОВА,
районти полици пайĕн участоксенчи участковăйсен ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code