Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Тăваттăмĕш вырăнта

2020 çулта федераци бюджетĕнчен АПК комплексне пулăшма уйăракан укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курас тĕлĕшпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче 4-мĕш вырăнта. Çак таранччен республикăри аграрисем патне патшалăх пулăшăвĕ 953,64 млн тенкĕ çитнĕ. Çакă çулталăкри пĕтĕмĕшле хисепĕн 86 проценчĕ пулать. Асăннă бюджетран элита вăрлăх туса илме, çĕрпе усă курнăшăн /гектар пуçне/, производствăна çĕнетме, пĕчĕк формăллă хуçалăхсене /фермер ĕçне пуçăнакансене, ял хуçалăх потребитель кооперацийĕсене/ пулăшмашкăн уйăрнă укçапа çĕр ĕçченĕсене туллин тивĕçтернĕ.

Грант илнĕ

2020 çулта АПКна аталантарма йышăннă патшалăх программипе килĕшÿллĕн фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшма 9,5 млрд тенкĕ уйăрнă.

Çак пулăшупа Раççейри фермер хуçалăхне йĕркелеме – 1340-ĕн, çемье фермине аталантарма 403-ĕн усă курнă. Ял хуçалăх кооперацийĕсем те пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме пулăшупа усă курма пултараççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 133 коопераци гранта тивĕçнĕ.

Иртнĕ çул «Агростартап» программа хута кайни хушма хуçалăхсене çĕнĕ шая çĕкленме çул уçрĕ. Конкурспа кăçалхи 3 уйăхра 988 фермерпа хушма хуçалăха суйласа илнĕ.

Чăваш Ен – лăпкă республика

Кунта тараватлă халăх пурăнать. Çакна шута илсе-и, тен, пирĕн тăрăхра ют вырăнтан килсе пурăнакан урăх наци çыннисен йышĕ пĕчĕкех мар.

Юлашки 5 çул хушшинче Чăваш Ене килекенсен шучĕ ÿссех пынă. Çак тапхăрта ют çĕршывсенчен пурĕ 70 пине яхăн çын /69841/ килнĕ: вĕсенчен 19358-шĕ – хăйсен ĕçĕпе, 17224-шĕ – вĕренме, 12855-шĕ – ĕçлеме. Туристсем те пулнă, вĕсен шучĕ 5980 çынпа танлашнă.

Мигрантсен пысăк пайĕ Узбекистан, Таджикистан, Туркменистан, Египет, Украина, Беларуç, Азербайджан çыннисем. Вĕсен ытларах пайĕ Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Канашра, Çĕмĕрлере пурăнни паллă.

Кашни халăхăн йăли-йĕрки, çав вăхăтрах вырăнти йĕркесене те çирĕп пăхăнса пурăнасси – халăхсен тĕп тĕллевĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code