Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрсем — ырă тĕслĕх

Паттăрсем — ырă тĕслĕх

Тăван çĕршыв Геройĕсен кунĕнче ĕç-хĕлне анчах мар, пурнăçне те Тăван çĕршыва халалланă çынсене чыслатпăр.

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çак кун Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Социализмла Ĕç Геройĕпе Николай Панкратовпа тĕл пулнă. Вăл паттăра саламланă май çирĕп сывлăх, ырăлăх, çутă малашлăх суннă, унăн ĕçри паттăрлăхĕ пуриншĕн те тĕслĕх пулнине палăртнă:

— Сирĕн пек пысăк чун-чĕреллĕ, паттăр та хастар çынсем пуртан çĕршывăмăр тĕреклĕ те пуян. Эсир кирек хăш ăрушăн та ырă тĕслĕх пулса тăратăр.

Леонард Васильевич Николай Ивановича ЧР Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Алена Елизарова ячĕпе те саламланă, парнепе чысланă.

Салам сăмахĕсем çумне Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă Юрий Алексеев, «Комбайн» тата «Победа» хуçалăхсен ертỹçисем Гурий Федоровпа Николай Головин хутшăннă.

Социализмла Ĕç Геройĕ ята Николай Панкратова 1981 çулта çĕре ĕçлесе хатĕрленинчен тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнинчен кĕрекен продукцине ỹстерессипе çыхăннă 10-мĕш пилĕкçуллăх планне пурнăçланăшăн панă. Вăл — Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ленин (икĕ хут), Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ, чылай медале, Тав çырăвне тивĕçнĕ. Унăн ятне Елчĕк районĕнчи Паттăрлăхпа Ĕç Мухтавĕн Кĕнекине кĕртнĕ.

Тăван çĕршыв Геройĕсен кунĕнче Леонард Левый Раççей Геройĕн — Тỹскел ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Алексеевич Петров аслă лейтенантăн ашшĕ-амăшĕпе те курнăçнă. Николай Алексеевич Украинăри ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне пурнăçланă чухне пурнăçран уйрăлнă. Паттăр ятне ăна вилнĕ хыççăн панă. Тĕл пулăва Чăваш Республикин Комсомольски тата Елчĕк округĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ертỹçи Владимир Федоров хутшăннă. Вĕсем Николайăн ашшĕпе-амăшне çĕршыв паттăрне çитĕнтернĕшĕн пысăк тав сăмахĕ каланă:

— Сире чăн-чăн çĕршыв патриочĕ, мухтавлă ывăл çуратса ỹстернĕшĕн чĕререн тав тăватпăр. Николайăн çĕршыва чунтан парăннине çирĕплетекен паттăрлăхĕ кашнийĕн чĕринче ĕмĕрлĕхех упранĕ.

Сăмах май, çак тĕл пулу паянхи кун Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи кашни салтака тата вĕсен ашшĕ-амăшне хисепленипе тан. Пурте паттăрсем вĕсем. Калаçу вăхăтĕнче салтаксене тата вĕсен çемйисене тимлĕхре тытас, тĕрлĕ енлĕ пулăшу парас ыйтусене те хускатнă.

Хальхи вăхăтра салтаксене пулăшас ыйту чи малти ретре тăрать. Ертỹлĕх анчах мар, округри кашни ялта пурăнакан вĕсене май çитнĕ таран пулăшать: укçа-тенкĕпе, апат-çимĕçпе, ăшă тумпа, çарта кирлĕ ытти хатĕрпе. Чылай ялта пĕр тĕвве пуçтарăнса маскировка сеткисем çыхать халăх. Салтаксем патне гуманитари пулăшăвне те çине-çинех ăсатса тăраççĕ Елчĕксем.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code